Пулса иртни

17 Кăрлач, 2022

Техникăна пула – пушар

Иртнĕ канмалли кунсенче республикăра техника юсавсăрлăхне пула икĕ пушар тухнă.

Инкек Канаш хулинчи Карл Маркс урамĕнче тата Шупашкарти Октябре 40 çул урамĕнче пулнă. Тĕтĕм кăлармалли пăрăхăн юсавсăрлăхне пула çурта вут тивнĕ.

Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 52 пушар тухнă, вĕсенче 4 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 3 çын сусăрланнă. Вут-çулăм 532 пин тенкĕлĕх тăкак кӳнĕ.

www.hypar.ru

14 Раштав, 2021

Çĕрпӳ районĕнче сăмавар вăрлакансене тытса чарнă

ДПСăн ятарлă батальонĕн экипажне ĕлĕкхи илемлĕ савăт-сапана вăрласа кайни çинчен пĕлтернĕ.

Тĕслĕ металл тиенĕ ВАЗ 2111 автомобиле часах тытса чарнă. Унта икĕ арçын пулнă. Машинăн багажникĕнче тимĕр-тăмăр айĕнче вĕсем вăрланă икĕ сăмавара пытарнă.

«Кукăр алăллăскерсене» полици уйрăмне илсе кайнă.

13 Раштав, 2021

11 çулти ачана çăлнă

Иртнĕ эрнере Улатăр хулин пляжĕнчен 12 метрта, Сăр кĕперĕ çывăхĕнче, 11 çулти ача пăр çине тухнă.

Çакна асăрханă çынсем 112 номерпе шăнкăравланă. Вырăна районти Пĕрлехи дежурнăйпа диспетчер службин, полици, васкавлă медпулăшу, пушар хуралĕн ĕçченĕсем çитнĕ. Ачана çăлнă, ăна тухтăрсем тĕрĕсленĕ.

www.hypar.ru

13 Раштав, 2021

Мускава кайнă чухне…

Иртнĕ эрнере «М7 Волга» автоçулăн 323-мĕш километрĕнче Чăваш Енрен Мускава çул тытакан çăмăл машина аварие çакланнă.

«ВАЗ» автомобилĕн рулĕ умĕнче 1969 çулта çуралнă арçын ларнă. Вăл йывăр тиевлĕ «Хино» автомобиле тăрăннă. Шел, çăмăл машинăн водителĕ те, 4 пассажирĕ те çăлăнайман.

www.hypar.ru Чувашинформ.рф сăн ÿкерчĕкĕ

Pages