Спорт

4 Утă, 2022

Медальсемпе таврăннă

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Брянск хулинче çăмăл атлетика енĕпе Раççей кубокĕн ăмăртăвĕсем вĕçленнĕ.

Унта Шупашкарти Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Виктория Максимова лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Маларах вăл 100 метра чупса «кĕмĕл» илнĕччĕ. Ун хыççăн 200 метрлă дистанцире ăмăртса «бронзăллă» пулнă.

www.hypar.ru

4 Утă, 2022

Логотип çирĕплетнĕ

Шахматистсен чемпионачĕ кăçал Чăваш Енре авăн уйăхĕн 10-23-мĕшĕсенче иртĕ.

Раççей шахмат федерацийĕ суперфиналăн логотипне тата брендбукне çирĕплетнĕ. Раççей картти çинче «Чебоксары» тесе çырнă, чăваш эрешне сăнланă. Çавăн пекех шахмат паллине те кĕртнĕ. Кĕтессене те чăваш эрешĕпе илемлетнĕ. Раççей чемпионачĕн официаллă символикипе ăмăртусен полиграфи, чыслав тата сувенир продукцине хатĕрленĕ чухне усă курĕç. Палăртмалла: шахматистсен чемпионачĕсен суперфиналĕ Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче иртĕ.

30 Çĕртме, 2022

Кашни иккĕмĕш спортсмен

Патшалăх Канашĕн черетлĕ вуннăмĕш сессийĕнче физкультурăпа спорт çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарма трибуна умне спорт министрĕ Василий Петров тухрĕ. Унăн депутатсен ыйтăвĕсене те хуравлама тиврĕ.

Калăпăр, Шупашкарта нумаях пулмасть ветерансен çĕршыв шайĕнчи чемпионачĕ иртнĕ — унта хутшăннисем кунти условисемпе кăмăлсăр пулнă... Министр палăртнă тăрăх, министерство хăнасене «Спорт» хăна çуртне вырнаçма сĕннĕ, çапах вĕсем хăйсем «Раççей» отеле суйланă. Анчах унта та кăмăлсăр пулма сăлтав çук...

Pages