больницăсем

21 Авăн, 2018

Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен – Шупашкара пĕлÿ илме

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче тата тепĕр вунă тухтăр травматолог-ортопед ăсталăхне туптать.

Центрăн ăслăлăх пайĕн пуçлăхĕ Елена Преображенская каланă тăрăх, тухтăр профессине алла илнисенчен травматолог-ортопед специальноçĕпе ĕçлес кăмăллисем юлашки çулсенче йышланса пыраççĕ. Вăл енĕпе ординатурăна каякансен йышĕ 3-4 çул каялла çулталăкра 3-5 çынран иртмен, халĕ икĕ хут нумайланнă.

20 Авăн, 2018

Çĕнĕ поликлиникăна маларах туса пĕтересшĕн

«Хула варринче поликлиника кирлĕ тесе Шупашкарта пурăнакансем темиçе хут та ыйтнăччĕ. Эпир вĕсен сĕнĕвне шута илтĕмĕр, халĕ кунта нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиника çĕкленет.

9 Çурла, 2018

Юсав вăраха кайнă: республика ертÿçи паян Куславкка тăрăхĕнче пулчĕ

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка тăрăхне çитсе килчĕ. Унта вăл малтан район больницин çĕнелнĕ поликлиникипе паллашрĕ.

15 Çу, 2018

Клиника больницинче — çĕнĕ реанимобиль

Республикăри клиника больницин васкавлă тата ытти медицина пулăшăвĕ паракан уйрăм малашне «С» класлă çĕнĕ реанимобильпе усă курĕ. Çак автотранспорта республика бюджетĕнчен тĕллевлĕн уйăрнă укçа-тенкĕпе туяннă.

Pages