Тăвай районĕ

"Аккондмолоко" пĕрлĕх /Тăвай районĕ/ 3-мĕш кварталта инвестици проектне пурнăçласа сĕте ПЭТ- савăта тултаракан тата услам çу производствин çĕнĕ корпусне хута янă.

«Çемье – тăнăçлăх пуянлăхĕ». Çапла калаççĕ халăхра. Çемье юратупа шанчăклăх хÿттинче пулни вара пирĕн пурнăçа паха пĕлтерĕшпе пуянлатать. Вĕсем — çын телейĕн никĕсĕ, пурнăçри чи хаклă тупра тата шанчăклă тĕрев.

Тӑвайри шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӗтсе илме хатӗр. Кунта  халӗ ачасемсӗр тунсӑхлаҫҫӗ, вӗсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Тăвай районĕни шкулсенче «Çĕнтерÿ ялавĕн хуралçи» акци иртнĕ. Кашни кун ялав тĕрлĕ шкула куçса çÿренĕ, вĕренекенсем черетпе хурал тăнă. Йăнтăрчă шкулне пырса кĕнĕ чухне ялава Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин гимнĕ «Священная война» янăранă вăхăтра Мушар шкулĕн вĕренекенĕсем илсе кайрĕç.
Физкультура вĕрентекенĕНиколай Степанов ачасемпе туслă пулни, çав хушăрах вĕсене çирĕп тытни палăрчĕ. «Пирĕн шкулта спортсмен пулмалли çын нумай. Асăрхама çеç пĕлмелле», — терĕ Николай Петрович.

Паян Тăвай районĕн культура çуртĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин 2017 çулхи аталанăвне тишкерчĕç. Ку ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке доклад турĕ.

Pages

Subscribe to Тăвай районĕ