культура

7 Раштав, 2017

Тутарла сăвă вуласа çĕнтернĕ

Çынна тÿрех палласа илеймесен: «пуян пулатăн е авланатăн» теççĕ. Эппин, Чăваш наци радиовĕн ĕçченĕ Владислав Московцев çывăх вăхăтрах миллионера çаврăнĕ. Е çемьеленĕ... Ма тетĕр-и? Ара, ăна сăн ÿкерчĕкре тÿрех паллаймарăм.

25 Юпа, 2017

Сиксе юхать Хула çырми... Роман сыпăкĕсем

САЧКОВА Людмила Николаевна 1957 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университетне чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме кĕнĕ.

26 Авăн, 2017

25-мĕш!

«Трактор тăвакансен культура керменĕнче» юбилей сезонне уçнă.

Çак çул керменшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ: 25 çул кунта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хăйсен пултарулăхне аталантарма, ыттисен пултарулăхĕпе савăнма килеççĕ. Çавăн пекех кунти коллективсем кăçал «çавра çулĕсене» паллă тăваççĕ. Эстрада ташшисен «Фантом», «Солнцеклеш» халăх ансамблĕсем, хальхи вăхăтри «Сингл» студийĕ, халăх коллективĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитет, «Çăлкуç» халăх театрĕ уçăлнăранпа 35 çул çитнине уявлать.

24 Çурла, 2017

Николай СОРОКИН: «Тутарстанри чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕ вăй илессе шанатăп»

Николай Михайлович Сорокин писатель, журналист, публицист 1941 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнче çуралнă.

Pages