Тĕрлĕ наци çынни пĕрле юрласа ташланине сăнама çав тери кăмăллă. Туслăх пĕрлештерет пире. Хăнана чăваш яланах хапăл. Пĕрле пуçтарăнни уяв сумне ÿстерет.
Чăваш наци телекуравĕнче «Хыпарçăсем» çĕнĕ кăларăм ÿкерчĕç. Ăна Александр Магарин ертсе пырать. Ку хутĕнче ăна пулăшакансем вара Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктория Вышинская тата «Хресчен сасси» хаçат редакторĕ Валентина Петрова пулчĕç.
Ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен чăвашсем Акатуйра савăннине ачасем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Халĕ те çак ырă йăлана манăçран кăлармастпăр. Чăваш Енĕмĕрĕн сумлă уявĕ — Республика кунĕ — умĕн паян, çĕртмен 21-мĕшĕнче, Шупашкарти А.Г.
Татьяна ДМИТРИЕВА, ЧР Культура министерствин халăх пултарулăх секторĕн заведующийĕ:
— Кунашкалли халĕччен пирĕн хутлăхра кăна мар, федерацин Атăлçи округĕнче те пулман — Республика кунĕнче Чăваш Ен халăхне Раççей ачисен хорĕ хăйĕн пултарулăхĕпе Анне палăкĕ умĕнче пуçласа савăнтарĕ. Унăн репертуарĕ чăннипех пуян, «Пусть всегда будет солнце» юрăран пуçласа «Вместе весело шагать» таранах.