культура

16 Çĕртме, 2017

Çамрăк дипломатсене ташша чĕнеççĕ

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче тĕп хулари Ÿнер музейĕнче авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса йĕркеленĕ, мăнаçлă юрă-кĕвĕпе пуянлатнă Дипломати балĕ иртет.

Шупашкар хула администрацийĕн тата РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Мускав патшалăх халăхсен хутшăнăвĕн институчĕн Çамрăксен Дипломатийĕн Пĕтĕм тĕнчери шкулĕн пĕрлехи проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркелекен мероприятире «Çамрăк дипломат» конкурса хутшăннă çĕр хĕрпе каччă ташă картине тăрĕ.

10 Çĕртме, 2017

Муркашсем Акатуя пухăнчĕç

Паян республикăри 15 районта Акатуйсем иртеççĕ. Муркашсем те уявра савăнчĕç. Район çыннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Эсир пултаруллă та ĕçчен халăх. Йывăрлăха пăхмасăр район аталанăвĕшĕн вăй хурса тăрăшатăр. Республикăри тата çĕршыври конкурссенче мала тухатăр», — терĕ Михаил Васильевич.

27 Çу, 2017

Чăваш Енри тата тĕрлĕ регионти чăвашсем Слакпуçĕнче Кĕçтенттина пуç тайнă

Ĕнер Пушкӑрт Республикинчи Слакпуҫ ялӗнче пысӑк уяв иртрӗ. Унта Чӑваш Республикинчен, Пушкӑрт Республикинчи тӗрлӗ хулапа ялтан, Саратов, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен хӑнасем килсе ҫитрӗҫ.

27 Çу, 2017

Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнланă Шупашкарти кинофестиваль паян хупăннă

Лайăххин те вĕçĕ пулать теççĕ. Çаплах иккен. Акă Шупашкарти кинофестиваль те хупăнчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл хула çыннисемпе унăн хăнисене. Кинофестиваль вĕçленнипе çыхăннă мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич фестиваль йĕркелÿçисене чăваш халăхне кино тĕнчипе çывăхлатма пулăшнăшăн тав турĕ, хăйĕнчен ятарлă парне пуррине пĕлтерчĕ. Çак парнене СССР халăх артистки Мая-Гозель Аймедова тата Ходжакули Нарлиев тивĕçрĕç.

19 Çу, 2017

Николай Никольские «Хыпар» ĕçченĕсем те пуç тайрĕç

Иртни кĕнекере çырăнса юлни аван-ха, анчах халăхшăн вышкайсăр пархатарлă ĕçĕсемпе палăрнă çынсене асра тытни тата пĕлтерĕшлĕрех. Шăпах çакна палăртрĕç паян, çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче Николай Никольский умĕнче пуç тайма пухăннисем. Паллă ăсчах, «Хыпар» хаçат никĕслевçи, чăваш чĕлхишĕн чунĕпе çунакан профессор шăпах паянхи кун 139 çул каялла çуралнă.

Pages