Сăмах парăр-ха

19 Чÿк, 2016

Хĕл, яланхи пекех, кĕтмен çĕртен ларчĕ...

Унтанпа вăхăт нумаях та иртмен пек, çапах та паянхи ăрушăн çакă динозаврсем пурăннă вăхăтри пекех туйăнать-тĕр — шкула кÿршĕ яла çуранах çÿреттĕмĕр, кĕçĕн классенче интернатра та пурăнаттăмăр. Çапах та атте-аннешĕн тунсăхласах çитсен хĕл варринче те уй-уй урлă киле çул тытаттăмăр. Тăм ан илтĕр тесе юратнă вĕрентекен мăн тутăра пит урлах çавăрса çыхса шкултан ăсатса кăларса яратчĕ. Паянхи пекех асра — шурă-шурă юр пĕрчисем сывлăшра явăна-явăна анаççĕ. Шурă пулнăран-ши е пĕрремĕш ÿкнĕрен-ши — юр пĕрчисем чунра уяв туйăмĕ вăратаççĕ. “Хĕл ларать!

12 Чÿк, 2016

Ярăнас килсен...

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче "Раççей православи чиркĕвĕн пуçлăхĕ Кирилл патриарх хĕрарăмсене хырăм пăрахма саккун шайĕнче чарас тĕллевлĕ общество проекчĕпе килĕшсе ун айне алă пуснă" текен хыпар халăхра çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлса шав çĕклерĕ. Ку шухăша Чечня лидерĕ Рамзан Кадыров тата Раççейри мăсăльмансен муфтийĕ Талгат Таджуддин та ырланă. Нумаях пулмасть ача прависен уполномоченнăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлма пуçланă Анна Кузнецова та аборта туллин хирĕçлекенсен йышне кĕнĕ. Анна Юрьевна ку ыйтăва тĕрлĕ енлĕн хакламаллине те каланă-ха.

3 Чÿк, 2016

Каникул иртсен те тĕлпулу манăçмĕ

«Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче ачасене Тутарстанри планетарие илсе каймалла. Унта кинофильм кăтартĕç, экскурси йĕркелĕç», — ăшталанать Шупашкарти 56-мĕш шкулти кĕçĕн класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ. Сăмах май, хамăр та ача чухне Мускав таранчченех çитнĕ, паллă вырăнсемпе паллашнă.

29 Юпа, 2016

Вăйсăррине саккун хÿтĕлет

Тĕнчери чи хастар хĕрарăмсем çине тăнипе 1981 çултанпа чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче çемьери пусмăрпа кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. ПНО Генеральнăй Ассамблеи те 1999 çулта вĕсен пуçарăвне ырласа йышăннă.

22 Юпа, 2016

Кушака шеллесе...

Нумай пулмасть кăна-ха телекуравăн çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсенче хальхисенчен пачах урăхла сюжетсем кураттăмăр — ĕçчен çынсем çинчен каласа кăтартатчĕç, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштаратчĕç. Паллах, вĕсене курса ыттисен те çак шая çитес килетчĕ. Маттурпа камăн танлашас килмĕ-ха? Паян вара хăть те хăш каналпа та илемлĕ фильмсенче кăна мар, çĕнĕ хыпарсенче те çак ÿкерчĕк кăна — вĕлерÿ, çарату, вăрçă-харçă... Паллах, тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлмешкĕн ирĕк пур халăхăн. Çапах та тĕп вырăна усал хыпар тухнине чун йышăнасшăн мар. Нивушлĕ пурнăçра ырри, çутти пачах юлмарĕ?

Pages