Сăмах парăр-ха

30 Утă, 2016

Тĕтĕм-сĕрĕм пуçа минретет

Кунĕпех хупă тăнă хваттерте каç еннелле пăчă. Ĕçрен киле таврăнсанах чÿречесене яри уçса пăрахатпăр. Çурт умĕнчен пирус мăкăрлантаракансем вăшлатса иртеççĕ, çăра тĕтĕм сăмсана кÿ-ÿ пырса çапать. Эх, строительство компанийĕ 12-мĕш хутра хваттер сĕннĕччĕ, мĕншĕн çÿлте илме килĕшмерĕмĕр-ши? Аялти хутрисемпе танлаштарсан унта сывлăш та тасарахчĕ пулĕ. Подъезда кĕрсен те хăш чухне тĕтĕм шăрши туйăнать. Чарăнура та çав тĕслĕхех, ĕçе кайнă чухне те, таврăннă май та пуçа сĕрĕм минретет. Пирус туртакан — йĕри-таврах.

23 Утă, 2016

Ĕмĕр тăрăх утса...

Паян сăмахăма, вулаканăм, вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем çинчен пуçарасшăн. Çулсен шутне, пĕрин хыççăн теприне, хыçа хăваракансем ытларах сăртлă-туллă вырăнсенче пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар-ха. Телее, чăваш хушшинче те сахал мар вĕсем. Çакна авторсен çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Хамăр та ку е вăл района командировкăна тухсан çакнашкал тĕслĕхпе тăтăшах тĕл пулатпăр. Тĕрлĕ район сайтĕнче те çакăн йышши кăмăллă информацие тăтăшах асăрхама пулать.

16 Утă, 2016

Çулсем тĕрлĕ еннелле авăнчĕç сасартăк...

«Тухса кай! Яла кайса пурăн!» — илтĕнет тепĕр чухне аялти хутри хваттертен. Çĕнĕ кÿршĕсем, тăтăшах мар пулин те, тепĕр чухне вăрçăнаççех. Килте чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть теççĕ-ха. Хĕрарăмпа арçын хушшинче тавлашмалли-кÿренмелли тупăнатех. Сăлтавĕ те тĕрлĕ. Кÿршĕсем упăшки эрех ĕçнĕрен вăрçăнни куç кĕретех. Арăмĕ тарăхăвне палăртнине хирĕç ÿсĕр арçын ăна усал сăмахсемпе кÿрентерет. Юрать-ха кун пек «уявсем» сайра çеç пулаççĕ «аялтисен». Унсăрăн хĕрарăмпа арçын пĕр-пĕринчен сивĕнсе çемье арканасси те инçе мар.

9 Утă, 2016

Укçа кирлĕрех-и е çемье хаклăрах-и?

Кану кунĕсенче Чĕмпĕре кайса килес шухăшпа ир-ирех пуçтарăнса çула тухрăм. Хускалма вăхăт çитсен те салонра никамах та çукчĕ, ирĕклĕн ларса каятăп-ха тесе хĕпĕртерĕм малтанах. Çынсем пуçтарăнкаласан водитель машинине тапратрĕ. «Питомник» тĕлĕнче пирĕн ГАЗель чарăнчĕ. Такама кĕтетпĕр иккен. Пăртакран арçынсен ушкăнĕ çитрĕ. Мускавран таврăнаканскерсем салона кĕрсе вырнаçрĕç. Хĕрĕнкĕскерсем тÿрех хаяр шĕвек туртса кăларчĕç. Эрех кĕленчи туххăмрах пушанчĕ. Çĕрпĕве çитсен пĕри машинăна чартарчĕ. Вăл лавккана çитсе килессе вунă минут кĕтсе ларма тиврĕ. Шăрăх. Салонра пĕчĕк ачаллисем те пурччĕ.

2 Утă, 2016

Кам вăл - паянхи чăваш хĕрарăмĕ?..

Чăваш наци тата Тăван радио йĕркелекен кăларăмсене тăтăшах хутшăнма тÿр килчĕ юлашки вăхăтра. Радио итлекенсем те, ĕçтешсем те яланах тенĕ пек çак ыйтăва параççĕ мана: “Кам вăл, мĕнлерех вăл — паянхи чăваш хĕрарăмĕ?” Çухалсах каятăп тепĕр чух: кам вăл чăнах та, мĕнлерех? Кулленхи пурнăçра çакăн пирки пит шухăшласах каймастăн-çке, ĕçе çÿретпĕр, унтан кил тĕрĕшĕнче тăрмашатпăр... Çак ыйтăвăн хуравне шырамасăрах ачи-пăчине ÿстерет хĕрарăм, чун ăшшине мăшăрĕ валли те тупать, çемье вучахне упрас тесе тăрăшать, каллех — çакăн пирки шухăша путмасăр...

Pages