Сăмах парăр-ха

11 Пуш, 2017

Капкăнран сыхланмалла

«Тĕлĕрсе кайнăччĕ. Смс-çыру килнĕ сасă вăратрĕ. Ыйхăллăскер ăна куçа аран уçса вуларăм. Унта банк карттине блокировка тăвасса систернĕ. Пулăшма шантарнă. Ыйтусемпе асăннă телефонпа шăнкăравламаллине каланă. Икĕ кунтан шалу килмелле-çке, укçасăр епле пурăнăп-ха? Çийĕнчех шăнкăравларăм. Çамрăк пулăшма шантарчĕ. Банк карттин номерĕсĕр пуçне умри-хыçри цифрăсене, паспорт номерĕсене тĕпчерĕ. Мĕн ыйтнине пĕтĕмпех пĕлтертĕм. Калаçу вĕçленсенех шартах вăранса кайрăм. Хам мĕн туса хунине ăнлантăм та хăвăртрах тумланса банкăн çывăхри уйрăмне чупрăм.

18 Нарăс, 2017

Чăваш студенчĕсем хăйсем хыççăн ырă ят хăвараççĕ

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2015 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн патшалăх уявĕсен шучĕ ÿснĕччĕ. Çакна кашниех ас тумасть-тĕр. Ара, халĕ куллен тенĕ пек праçник те... Патшалăх шайĕнче çирĕплетменнисем мĕн чухлĕ тата! Çамрăксем, уйрăмах пурнăçне студентсен отрячĕсемпе çыхăнтарнăскерсем, мĕнле уяв пирки сăмах пынине чухларĕç-тĕр. Ара, çулпа çап-çамрăк уяв шăпах Раççейри студентсен отрячĕсен кунĕ-çке. Ăна нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

11 Нарăс, 2017

Наци пуянлăхне упрама укçа уйăраççĕ

Çак эрнере Оперăпа балет театрĕнче — чăваш кĕввин уявĕ. Çакнашкал фестиваль йĕркелеме пуçланине тăван халăх патне питпе çаврăннипе танлаштарнăччĕ эпир темиçе çул каялла. Унтанпа программăна нумай çĕнĕлĕх кĕртрĕç. Вăл куракансен кĕтнĕ уявне çаврăнчĕ.

4 Нарăс, 2017

Пĕчĕк савăнăçран пысăкки çуралать

Йăлана кĕрсе кайрĕ пулĕ ĕнтĕ — кирек кампа калаçнă чухне те сăмах пурнăç йывăрлăхĕ патне çаврăнса çитетех. Пĕрне укçа-тенкĕ çитмест тулли телейлĕ пулмашкăн, теприне — сывлăх, виççĕмĕшне — ирĕклĕх... Кун пек çынпа калаçнă хыççăн хăвăн та, сисместĕн те, кăмăл пусăрăнать. Тавлашмăп, пурнăç ансат мар. Çапах — вăрçă вăхăтĕнчи те мар... Телее, урăхларах çынсем те пур. Çук, вĕсем те пĕр йывăрлăхсăр пурăнмаççĕ.

28 Кăрлач, 2017

Кăмăл-туйăма ал çырăвĕ палăртать

Компьютер, электрон çыру, электрон блокнот, СМС-çыру тата ытти нумай-нумай çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрсе пырать. Пĕр-пĕрне саламсем наччасрах вĕçтермелли социаллă тĕрлĕ сеть те çумăр хыççăнхи кăмпа пекех "шăтать". Мелĕсемпе майĕсем аталаннă май чылай ĕç çăмăлланать-ха. Паян акă, сăмахран, килтен тухмасăрах тăвансем патне çыру яма та, вĕсемпе экран урлă курса калаçма та пулать. Çавна май шӳт те асăма килет: скайппа калаçма вĕреннĕ кинемей чунран савăннă тет. Хăнисем пур — апат çитермелле мар. Интернет пур пулсан паллах.

Pages