Архив - 2013

декабрь 27th

27 Дек, 2013

Тухтăрсене итлер

  • Уяв сĕтелĕ хушшине выçă хырăмпа ларма юрамасть. Чылайăшĕ кайран тăраниччен çиетĕп-ха тесе ятарласа тăхтать. Кил хуçи арăмĕсем вĕтĕленсе чаплă сĕтел хатĕрленĕ хушăра тепĕр чух ăна-кăна çырткаласа илме май тупаймаççĕ-ха. Кун пек пек чухне организмра мĕн пулса иртет? Хырăм çав тери выçса çитнипе тата кăштах эрех сыпнипе хамăр мĕн чухлĕ çинине те асăрхами пулатпăр, сĕтел хушшине ларнă-ларманах тăранса ларатпăр.

27 Дек, 2013

2014 – хурлăханпа крыжовник çулталăкĕ

Авалхи славян йăхĕсен хăйсен çулталăк календарĕ пулнă. Кашни çул пĕр-пĕр сад-пахча культурипе çыхăннă. Мĕншĕнне халĕ татса калама та йывăр. Ахăртнех, çакă вăл е ку культурăна ÿссе аталанма уйрăмах ăнăçлă килсе тухнă хĕвел ăшшипе çыхăннă. Кăçалхи çул пăрçа çулталăкĕччĕ. Çитес çул вара – хурлăханпа крыжовник çулталăкĕ.

Хурлăхан çисе ÿсрĕмĕр

27 Дек, 2013

Пĕчĕкки пысăккинчен ирттернĕ

Канаш районĕнчи Хучелти Николаевсен кил хуçалăхĕ 2014 çула пони лашасемпе кĕтсе илет. Пилĕк пуçа çитнĕ вĕсен шучĕ. Амăшĕпе ашшĕн, Брусничкăпа Тростникăн, ытарлă каласан, виçĕ чипер «хĕр». Кĕсресене Брюнетка, Бриллианитка, Быстрицкая ятсем хунă. «Мĕншĕн чăваш ячĕсем мар?» – тесен кил хуçи Николай Николаевич çапла хуравларĕ: «Йĕрки пур. Ашшĕпе амăшĕн ячĕсем мĕнле саспаллирен пуçланнине пăхса ят параççĕ çамрăк выльăха. Кĕсресем хăмласа пачĕç те ячĕсем те «Б» саспаллирен пуçланаççĕ. Кĕçĕннине амăшĕ шутламан-туман çĕртен хăмларĕ, çавăнпа Быстрицкая ят хурас терĕ арăм.

27 Дек, 2013

Хĕл Мучине ĕненмеççĕ, çапах ĕмĕтленеççĕ

Çĕнĕ çул - чи савăнăçлă та чи асамлă уявсенчен пĕри. Уйрăмах ăна ачасем кĕтеççĕ. Вĕсем Хĕл Мучипе Юр Пикене курма çулталăк ĕмĕтленеççĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче чылайăшĕ чи малтан чăрăш айне пăхать - унта вĕсене парне кĕтет-çке-ха.

27 Дек, 2013

Шупашкарта паян уяв

Паян Олимп çулăмĕ Шупашкара çитĕ. Чăваш Ен çак пулăма уяв пекех кĕтрĕ. Олимп вăййисен тĕп палли кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнче старт илĕ. Унтан хула урамĕсемпе «çула тухĕ». Эстафета виçĕ тапхăрпа иртĕ.

27 Дек, 2013

Çитес çул та пĕрлех пулар

2013 çул та вĕçленсе пырать. Вулакансем патне çитернĕ 52 номерте кашнинчех республикăри пурнăçа туллин çутатма, çивĕч ыйтусене хускатса уçăмлатма, сĕнÿ-канашпа пулăшма тăрăшрăмăр. Çамрăк тата аслă ÿсĕмри çыравçăсен чуна пырса тивекен калав-повеçĕ, сăвви-поэми те нумай пичетленчĕ. Апла пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать: çулталăк тухăçлă иртрĕ. Ырă йăлана кăçал та малалла тăсрăмăр - хаçат ĕçченĕсем тĕрлĕ статья çырнипе пĕрлех ятарлă рубрикăсене тытса пычĕç.

27 Дек, 2013

Арçынсем ăна юлма сĕнеççĕ

Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ Елена Раевская ача чухне Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Халĕ те çаплах. Юр Пике çи-пуçне тăхăнса уявсене çÿрекенскер çынсене, уйрăмах ачасене, савăнăç кÿме пултарнăшăн хĕпĕртет. Унччен те ăлкăра Юр Пике пулса курнăскер мĕн çинчен ĕмĕтленнĕ-ха?

27 Дек, 2013

Мускаври елкăра - Чăваш Ен ачисем

Раштавăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти чукун çул вокзалĕнчен Чăваш Енри 50 ачана Мускава илсе кайнă. Мĕн тума тетĕр-и? Кремльти Патшалăх керменĕнче çулсерен иртекен Раççей Президенчĕн Ăлкинче савăнма. Аякри тăрăхри пысăк уяв ĕнер иртнĕ. Телей сунса инçе çула шăпăрлансене ашшĕ-амăшĕ кăна мар, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоровпа ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова та ăсатнă.

27 Дек, 2013

Чи малтан курпунлă старике курсан...

Çĕнĕ çула тĕрлĕ çĕр-шывра расна кĕтсе илеççĕ. Шупашкарта пурăнакан ют патшалăх гражданинĕнчен тата пирĕн тăрăхра пулса курнă тĕрлĕ халăх çыннинчен çулталăкри чи кĕтнĕ уява епле паллă туни пирки ыйтса пĕлтĕм.

Чăрăш вырăнне пуленкене илемлетеççĕ

Страницы