Аксу виç кĕтеслĕхĕ
Пăлхавăр тăвĕ. Тутарстан Республикинчи Аксу районĕ чăваш чунне чи тăван тăрăх тесех палăртмалла. Районăн пурнăç тымарĕ – Аслă тата Кĕçĕн Сĕнче юхан шывĕсем. Аслă Сĕнче – 1978 çултанпах регион шайĕнчи çут çанталăк палăкĕ. Çырма тăрăх çынсем сĕм-сĕм авалран вырнаçнăран Аксу çĕрĕ мĕн кăна пытарса упрамасть-ши?
















