Archive - 25 Нарăс, 2015

25 Нарăс, 2015

«Хыпар» 31-32 (26683-26684) №. 25.02.2015

25 Нарăс, 2015

Раççей премьер-министрĕ килнин пĕлтерĕшĕ пысăк

Февралĕн 21-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин видеоконференци мелĕпе районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ.

25 Нарăс, 2015

Ултавçăсенчен сыхланăр!

Раççей потребнадзорĕн Чăваш Енри управленийĕн тĕп тĕллевĕ - апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслесси. Надежда Луговская ертсе пыракан коллектив республикăра пурăнакансен умĕнчи пысăк яваплăха туйни сисĕнет. Управлени ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçлама тăрăшаççĕ. Анчах потребительсене сутма юраман çимĕç пайтах. Потребнадзорта вăй хуракансем ăна туянмашкăн тăхтама, ултавçăсенчен сыхланма сĕнеççĕ.

25 Нарăс, 2015

Çĕнĕ формула, электронлă сервиссем çинчен

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе Пĕрлехи информаци кунĕн тематикине çĕнĕ условисенчи пенси тата Раççей Пенси фончĕн электронлă сервисĕсен ыйтăвне те кĕртнĕ.

2015 çулхи февраль уйăхĕн 18-мĕшĕнче республикăра халăхпа тата ĕç коллективĕсемпе тĕлпулусем иртнĕ. Информаци ушкăнĕсен йышĕнче - министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем, депутатсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем, Пенси фончĕн представителĕсем.

25 Нарăс, 2015

Сипленме патшалăх пулăшать

Республикăри сиплев учрежденийĕсенче страхланă çынсене медицина пулăшăвĕн хакĕ пирки кашнине уйрăммăн пĕлтермелли проекта пурнăçласси малалла тăсăлать. Поликлиникăра тухтăр йышăнăвĕнче пулнă, диагностика тĕрĕслевĕ хыççăн пациента обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн программипе килĕшÿллĕн пулăшу мĕн хакпа танлашнине çирĕплетекен справка параççĕ. Енчен те гражданин талăкĕпех ĕçлекен е кăнтăрлахи стационарта сипленнĕ-тĕк ĕçлĕ хута ун хыççăн тивĕçет.

25 Нарăс, 2015

«Хăçан сана хам чĕрем çумне чăмăртам-ши?»...

Сыхлан, ывăлăм, вилĕмрен. Аманни чармасчĕ-ха, пуçу çеç юлсан та эпир ĕмĕр тăршшĕпех пит хĕпĕртеттĕмĕр, только вилес марччĕ.

ТРУБИНА Мархви 1941 çулхи августăн 18-мĕшĕнче аслă ывăлĕ Николай патне фронта янă çыруран.

25 Нарăс, 2015

Кĕнекесĕр пурнăç тунсăх та кичем-и?

Хуравĕ татăклă та уçăмлă пултăр тесен, паллах, ыйтăвĕн те кĕске те витĕмлĕ пулмалла. "Литература çулталăкне мĕнле кĕнекепе пуçларăр?" тесе тĕпчеме каярах юлнă пек... "Вулама юрататăр-и?" тесе тилмĕрни айванрах та ача-пăчалларах пек. Пурне те килĕшмелле янракан "Кĕнекесĕр пурнăç тунсăх та кичем-и?" ыйту патне çитсе тухсан вара тепĕр кĕтмен "чăрмав" сиксе тухрĕ... Ара, ку ăнсăртран кĕмсĕрт шухăшласа тупнăскер мар вĕт-ха! Сергей Павлов 20 çула яхăн янраттаракан "Пур-и юрату?" юрăран.

25 Нарăс, 2015

Иртни паян та асăмрах

Паянхи Урхас Кушкă Октябрьскине, Хуракассине чупакан автоçулсен хушшинчи вăрман-каталлă вырăнта вырнаçнă. Аслă поэт Александр Пушкин та иртсе кайнă ун çумĕпе. Василий Сбоев, Николай Золотницкий ученăйсене те пĕлнĕ ку ял. Ламран-лама куçакан асаилÿсенчен Кушкă тăрăхĕ чи ватă вырăнсенчен пĕри пулни паллă. Çакна Карапашра ÿснĕ А.Макаровпа кÿршĕри Чăвашкассинчи И.Шувалов таврапĕлÿçĕсем те хăйсен кĕнекисенче çырса кăтартнă, унта Кушкă чиркĕвĕн историне кĕртсе хăварнă. Чиркÿ тăррине шăпах кÿршĕллĕ Йĕрĕхçырминче çуралса ÿснĕ чăвашсен паллă ÿнерçи Юрий Антонович Зайцев ашшĕпе пĕрле сăрланă имĕш.

25 Нарăс, 2015

Хамăр тăрăшмасан - кам?

2011 çул пуçламăшĕнче яла никĕслекен çынсен ячĕсене малашлăх валли упраса хăварас тĕллевпе палăк лартма сĕнтĕм. Тăванĕсем хирĕçлемерĕç, килĕшрĕç, укçа парса пулăшма шантарчĕç. Вĕсем кăна мар, ыттисем те çак пуçарăва ырларĕç, ырă ĕçе хаваспах хутшăнчĕç.

Pages