Archive - Утă 2015

июля 23rd

23 Утă, 2015

Кавăн евĕр пахчаçимĕç

Кабачокпа патиссон. Вĕсем кавăн шутне кĕреççĕ, анчах уйрăмлăх та пур. Çимĕçĕсене çамрăклах татса апат-çимĕç хатĕрлеме усă кураççĕ. Кабачокăн çимĕçĕ цилиндр евĕр пулать. Унăн тĕввисем тытăнсан 7-12 кунранах, вăррисем пулма пуçличчен, ăшаласа çиеççĕ, пăшăхлаççĕ, хĕле валли кабачок вăлчи хатĕрлеççĕ, маринадлаççĕ. Патиссон çимĕçĕ лаптак. Ăна тата та иртерех, 3-5 кунранах, татса маринадлаççĕ, ăшалаççĕ.

23 Утă, 2015

Пĕлме интереслĕ

  • Пирĕн ÿт-пÿ атомсенчен тăрать. Çав атомсем çăлтăрсем пулса кайнă тапхăрти евĕрлех.
  • Нейтрон çăлтăрĕн тĕввине /ядро/ апат кашăкĕ чухлĕ илсессĕн унăн йывăрăшĕ 90 миллиард фунт /43 миллиард кг/ тайнă пулĕччĕ.
  • Хĕвел системине пĕчĕклетсе Çĕре пăрçа пысăкăш хăварас-тăк Юпитер пăрçа-Çĕртен 300 метрта вырнаçĕччĕ, Плутон вара Çĕртен - 2,5 çухрăмра, унăн калăпăшĕ бактери пысăкăш юлĕччĕ. Пире чи çывăх çăлтăр Проксима Центавра Çĕртен 16000 çухрăм аякра пулĕччĕ.

23 Утă, 2015

Тухăçа ÿстерме

Вĕллесене çăвĕпех пĕр вырăнта тытсан хуртсем пур чухне те пыл пуçтарса ĕлкĕреймеççĕ. Сад, улăх-çаран чечеке ларнă чухне пыл хурчĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме условисем туса памалла. Унсăрăн вĕсем пыл пуçтармаççĕ, çăвăр яраççĕ.

23 Утă, 2015

Пуховик çăватпaр

Хĕлле нумайăшĕ пуховик тăхăнса çÿрет. Вăл çăмăл, ăшă, илемлĕ. Анчах ăна мĕнле çумалла? Яланах химчисткăра тасаттарни те хака ларать. Çавăнпа нумайăшĕ килтех çума тăрăшать. Çунана çулла хатĕрлеме хушнă. Апла тумтире çанталăк ăшă тăнă вăхăтра çуса типĕтме аван.

Час-часах пуховик çинчи ярлăкра машинăпа, алăпа çума юраманнине асăрхаттараççĕ. Анчах çакă ниме те пĕлтермест.

23 Утă, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 29 (6070) №. 23.07.2015

23 Утă, 2015

Хире тухать çамрăк агроном

23 çулти каччăн ташă каçĕнче савăнмалла, ирччен хĕрсемпе çăлтăр шутламалла пек туйăнать... Яш чухне мар тăк тата хăçан шухăланас-ха? Анчах агрономăн çапла çÿремешкĕн вăхăт пур-ши? Ку ыйтăва Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлекен Роман Федорова патăм.

23 Утă, 2015

Культура çуртĕнче те эрех сутаççĕ

Эрех çынна ăсран кăларни пирки Константин Иванов та хăйĕн вилĕмсĕр "Нарспи" поэминче çырнă. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: преступленисенчен ытларах пайĕ эрех-сăра айăпĕпе пулать. "Хаяр" шĕвек пуçа минретсен алă-ура итлемест, çилĕ хăпарать... РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн сайтĕнчи хыпарсене тишкерсен те çак ÿкерчĕкех куç умне тухса тăрать. Пĕрле эрех ĕçнĕ те харкашма тытăннă, ÿсĕр çын теприне çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ, хĕрĕнкĕскер полици ĕçченне çыртнă... Сахал-и унта кунашкал хыпар?

23 Утă, 2015

Универсиадăран - 5 медальпе

Акă тĕрлĕ çĕршыври студентсен хушшинче иртекен пысăк ăмăрту - Универсиада - çамрăксемпе 28-мĕш хут сывпуллашрĕ. Кăнтăр Корейăри Кванджу хулинче иртнĕскерте Раççей команди зачетра 2-мĕш картлашкана хăпарма пултарчĕ. Пухмачра - 34 "ылтăн", 39 "кĕмĕл", 49 "бронза".

23 Утă, 2015

Чăваш йăхĕнчине пĕлсен чăвашла вĕреннĕ

Швецири Лунд хулинче пурăнакан Анатолий Мироновпа Интернетри соцсетьре пĕр-икĕ çул каяллах паллашнăччĕ. Ун чухне вăл тахçантанпах тĕвĕленнĕ шухăшне пурнăçа кĕртесси пирки каланăччĕ. Анатолий Чăваш Ене килме, шурă Шупашкара курма ĕмĕтленетчĕ. Кунталла унăн чунĕ туртать.

23 Утă, 2015

Кинĕпе хунямăшĕ юрлама та пĕрле çÿреççĕ

Йĕкĕреш çурални - тĕлĕнтермĕшпе танах, кашни хĕрарăмах харăсах икĕ пепке çут тĕнчене парнелеме пÿрмен, йăхран-йăха куçакан пулăм ку.

Pages