Archive - 24 Утă, 2015

24 Утă, 2015

Техника сутнăшăн - субсиди

РФ Правительствин йышăнăвĕпе ялхуçалăх техники туса кăларакан предприятисене субсиди парас йĕркене улăштарнă. Малашне вĕсене техника хакĕн 25 проценчĕ таран субсиди уйăрса парĕç. Унччен çак хисеп 15 процент пулнă. Чăваш Енри ялхуçалăх техникине сутакан предприятисене кăçал 16102 пин тенкĕ субсиди тивмелле.

24 Утă, 2015

Выльăх-чĕрлĕхе – ешĕл апат

Çĕрĕпех çумăр лÿшкенĕрен çĕр типсе те ĕлкĕреймен-ха. Хĕвел ăшшипе пăсланса выртать вăл. Хăватлă техника вара ир-ирех уй-хирте, нумай çул ÿсекен курăк лаптăкĕнче.

- Юлашки вăхăтра чарăна пĕлмесĕр çумăр тăкать, - теççĕ Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра. - Ĕç те вăраха кайрĕ.

24 Утă, 2015

Пĕр тĕллевпе

Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăх хăй вăхăтĕнче çĕршывĕпех палăрнă. Кунта çулсерен çĕрулми, тырă-пулă пысăк тухăç панă. Сĕт, аш-пăш туса илессипе те малтисенчен пĕри пулнă. Шел, вăйлă аталанса пыракан хуçалăх йывăрлăха кĕрсе ÿкни ку тăрăхра пурăнакансене самай пăшăрхантарчĕ. Вăл та аркансан ял çыннисен ăçта ĕçлеме каймалла?

24 Утă, 2015

Çумăра шанаймăн

Ялхуçалăх отраслĕнчи çитĕнÿ, пысăк тухăç илесси çутçанталăкпа та çыхăннă. Çу каçипех ăнса çитĕннĕ пахчаçимĕç, ÿсен-тăран тухăçĕ çанталăк çумăрлă тăнипе вăхăтра пуçтарса илейменрен самантрах чакать. Типĕ çу кунĕсем те пысăк тухăç илме памаççĕ.

24 Утă, 2015

Вăкăрпа йывăç турттарнă

Мария Авдеева Канаш районĕнчи Кайăкьялĕнче пилĕк ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Марье шăллĕ, Энтри, пилĕк çултах суккăрланнă. Ялта тĕшмĕше ĕненекенсем ăна тухатнă тесе те калаçкаланă. «Атте тĕп килтен уйрăлса тухсан çулталăкран çĕре кĕчĕ. Эпĕ ун чухне тăхăр çулта пулнă. Çурт-йĕр çавăрсан виçĕ çултанах çунса кайрăмăр.

24 Утă, 2015

Хăма кăмпинчен тасалма

Тĕпсакайĕнче хăмасем кăвакăшса кăмпаланчĕç. Мĕн тумалла-ши?

Нина Манеева. Канаш районĕ.

Тĕпсакай - хушма хуçалăхра туса илнĕ пахчаçимĕçе, тулли банкăсене упрамалли чи меллĕ вырăн. Ăна çулталăкра пĕр хут лайăх тасатса типĕтмелле. Унсăрăн кăвакăш, пăнтăх кăмпи вăй илет, пахчаçимĕç те хăвăрт çĕрĕшет.

Тĕпсакайне тасатса типĕтмелли вăхăт - июль уйăхĕ.

Кивĕ япаласене, юлнă пахчаçимĕçе кăлармалла.

Тĕпсакайне çÿпĕ-çапăран лайăх тасатмалла. Хăйăра та тăпра таранах пуçтарса илмелле.

24 Утă, 2015

Тухăçлă помидор

Фитофтор - помидорăн анлă сарăлнă, хăрушă чирĕ. Тепĕр майлă - ăна «ÿсен-тăрана çиекен» теççĕ. Енчен томат чирлесен çулçисем хăмăрланса çĕрме тытăнаççĕ. Унтан чир тунипе çимĕçне куçать. Помидор аври 2-3 кунранах пĕтет. Чир çумăрлă çу кунĕсенче уйрăмах пысăк сăтăр кÿрет. Помидора вăхăтра сиплеме тытăнсан нимĕн те хăратаймĕ.

Ăсчахсем палăртнă тăрăх - çĕрулмипе томат чирне пуçараканĕ кăмпа мар, оомицет текен микроорганизм. Ăна темиçе çул каялла тупса палăртнă. Фитофтороз та çак ушкăнах кĕрет. Вăл конидипе ?куçман спора% сарăлать. Çил, çумăр ăна аталанма пулăшать кăна.

24 Утă, 2015

Вăрçă ахрăмĕ

Пахра юханшыв çинчен Аркадий Никитин илтменччĕ те, пĕлменччĕ те. Вăрçă пуçлансан темиçе эрнерен çав юханшыв хĕрринчи Подольск хулинче Шупашкар каччи артиллери училищин курсанчĕ пулса тăчĕ. Ку училищĕре чăвашсем самайăн. Вĕсем пехота училищинче татах та йышлăрах. Вĕреннĕ хушăра Аркадий чылай курсантпа паллашрĕ.

Pages