Archive - 14 Утă, 2015

14 Утă, 2015

«Хыпар» 138 (26790) №. 14.07.2015

14 Утă, 2015

Сирĕн тăрăхăра çумăр илсе килтĕм

"Сирĕн тăрăхăра çумăр илсе килтĕм. Анатри районсене вăл питех савăнтарманччĕ. Кăçал пахчаçимĕç ăнса пулатех", - çапларах пуçларĕ калаçăвне Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев июлĕн 11-мĕшĕнче Юхмапа Пăла енне килсе çитсен. Çумăр вара çак кун, чăнах та, аван çурĕ.

14 Утă, 2015

Полигон сентябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕçлеме тытăнĕ

Çĕнĕ Шупашкарти йăлари хытă каяш /ЙХК/ полигонĕн объектĕнче канашлу иртнĕ. Михаил Игнатьев муниципалитетсен хушшинче ăпăр-тапăрпа производствăра усă курас тата ăна утилизацилес /çĕр айне тирпейлĕн чиксе пырас/ ĕçе йĕркелессишĕн тунă концесси килĕшĕвне еплерех пурнăçланине хак панă.

14 Утă, 2015

Сусăрсем валли - ятарлă вырăнсем

Республикăра ĕçсĕр инвалидсене йышăнмашкăн техника хатĕрĕсемпе пуянлатнă ятарлă вырăнсем майлаштарма пуçаруллă пикенчĕç

Пирĕн хутлăхра 87,3 пин ытла инвалид пурăнать. Вĕсенчен 26,7 пинĕшĕ - ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри граждансем.

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2015 çулта ĕç тупмашкăн уйрăмах кансĕр 685 çынна, вăхăтлăх вырнаçтарма палăртнă. Çав шутра сусăрсене йышăнмашкăн 106 ĕç вырăнне вĕсене юрăхлă майлаштармалла тата çакăншăн тăкакланнă ĕçпе тивĕçтерекенсене компенсаци памалла.

14 Утă, 2015

Ĕне усракансене пулăшаççĕ

ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура килти хуçалăхсене сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине республикăн тивĕçлĕ органĕсене кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен йĕркелеме хушрĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи килти хуçалăхсем сутакан продукци пахалăхне вăхăтра тĕрĕслеççĕ-и?

14 Утă, 2015

Маттур, Полина! Мухтанатпăр санпа!

Пирĕн саманара çултан-çул аталанса пыракан пысăк спортра студентсен Пĕтĕм тĕнчери Универсиади хăйĕн пĕлтерĕшĕпе çуллахи Олимп вăййисем хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать.