Archive - Sep 2017

сентября 29th

Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Йĕкĕт ялĕнче çитĕнсе тĕпленнĕ Сергей Рожков фермерпа пĕр хушă сăмах вакланă хыççăн пĕр çулхине йывăр инкек тÿснĕ хуçалăха çĕнĕрен аталантарма ăна мĕн тери йывăррине лайăх туйса илтĕм. Вăхăтра татăлман ыйтусен тупсăмне шыраса хăшкăлсах çитнĕ вăл.

"Промтракторта" ĕнер Пĕтĕм Раççейри "ЧЕТРА" тракторсен операторĕсен чемпионачĕ вĕçленчĕ. Унта пулнă май пирĕн корреспондент Шупашкар тракторĕсен тĕлĕнмелле "пултарулăхне" курса ĕненнĕ, "Трактор завочĕсем" концернăн Чăваш Енри предприятийĕсен малашлăхĕпе кăсăкланнă.

Авăн уйăхĕн 20-23-мĕшĕсенче тимĕр вăййине юратакансем Крым Республикинчи Алушта хулине пухăннă. Çĕршыв кубокне çĕнсе илессишĕн 32 регионти 200 ытла пăхаттир вăй виçнĕ.

сентября 28th

Çĕмĕрле районĕнче вырăссем нумай тенине илтнĕ ĕнтĕ. Анчах ытти халăх çыннине те курма пулать. Сăмахран, Ксения Медведева хăйне тÿрех икĕ халăхпа çыхăнтарать, амăшĕ енчен вăл — мари, ашшĕ енчен — чăваш.

Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ижевскра федерацин Атăлçи тăрăхĕнче вĕренекенсен хăй тытăмлăхĕн форумĕ иртнĕ. Унта 9 регион хутшăннă. Вĕсен йышĕнче — Шупашкарти 37-мĕш шкул команди.

Pages