Archive - Ноября 2017

ноябрь 23rd

Аннăпа Дмитрий Уткинсем чиркÿре паллашнă. Шăпах çав вăхăтра Кÿкеçри пĕр çамрăк усал шыçăпа чирлесе вилнĕ. Шăматкунсерен Анна шап-шурă кĕпе тăхăнса тантăшĕсемпе çав йĕкĕте асăнтарма çÿренĕ. Апашра пурăнакан Дмитрий те чиркĕве çав тĕллевпех çитнĕ.

Бакура çуралса ÿснĕ, Шупашкарта тĕпленнĕ Ирина Лапшина киленĕçĕ пирки сăмах хускатсан: «Эпĕ çынна пулăшма кăмăллатăп», — тет. Вăл мучипе кинемее çул урлă каçарнипе, вĕсен йывăр тиевне киле йăтса çитернипе çырлахман. Иринăна Шупашкарти онкологи диспансерĕнче сывалакансем ялан кĕтнĕ. Йывăр чирпе кĕрешекенсене хавхалантаракан пурри пуç усма паман.

Çăлтăрсемсĕр тунсăхламарăр-и? Тинех «Çăлтăрсен Инстаграмри пурнăçĕ» рубрикăн вăхăчĕ çитрĕ. Кам ăçта çитнĕ, хăйĕн страницине пăхса тăракансене мĕнпе савăнтарнă? Халех веçех пĕлĕпĕр.

Наталия Готро Шупашкарти 10-мĕш шкулта вĕренет. Унăн ашшĕ — француз, амăшĕ вара — чăваш. Çавăнпа хĕр ачара тÿрех икĕ халăх культури палăрать. Шкула çÿреме тытăниччен Натали Парижра пурăннă.

Анне — чи çывăх та хаклă çын. Вăл пире чĕре айĕнче тăхăр уйăх йăтса çÿрет, çын тăвассишĕн ырми-канми тăрăшать. Мĕн пĕчĕкренех хăйĕн ăшшипе юратăвне пире парса ÿстерет, тĕрĕс çул çине тăратма ăнтăлать, йывăрлăхра пулăшать. Тĕнчери пĕтĕм амăшĕ çапла ĕнтĕ. Анчах çак сăмахсене манăн хамăн аннене Наталья Кульмаковăна халаллас килет.

23 Ноября, 2017 | Тантăш | Çамрăксем | скалолаз

Районти «Шкул пики» конкурсра ахальтен çĕнтермен ĕнтĕ вăл. Ку кăна та мар, хÿхĕмскер нумаях пулмасть Шупашкарта сăрт çине хăпаракансен /скалолазсен/ ăмăртăвне хутшăннă.

ноябрь 22nd

Уйра хăватлă техника йывăррăн кĕрлет. Çанталăк уяртнă пулин те лаптăкра çав-çавах йĕпе, путать. «Кунта çулла та йĕркеллĕ типмест. Пирĕн тăрăхра çĕр чаплах мар. Çумăр çусан анана кĕреймĕн, хĕвел пăхсан чул пек хытать», — ăнлантарчĕ Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Валерий Антонов трактор çинчен аннă май.

Елчĕк тăрăхĕнчи Яманчÿрелсен тăмĕ чаплă пулни пирки нумайăшĕ илтнех-тĕр. Анчах кунта хăй вăхăтĕнче тăм савăт кăларакан цех ĕçлени пирки чылайăшĕ пĕлмест те пуль. Иртнĕ ĕмĕрĕн

ноябрь 21st

Pages