Archive - 2017

январь 26th

26 Кăрлач, 2017

Атте-анне — кил илем?

"Ачалăхăм нушапа иртрĕ. Эпир, выçăллă-тутăллă ÿс-нĕскерсем, пурнăç тути-масине аван чухлатпăр. Ун чухне эпĕ 5-мĕш класра вĕренеттĕмччĕ пулас. Чĕкеç Михали пĕррехинче мана сурăх кĕтĕвне илсе кайрĕ. Тепĕр çул вара ĕне кĕтĕвĕ кĕтме хам кĕрĕшрĕм. Уншăн апат-çимĕç, кĕркунне темиçе кĕрепенкке тырă паратчĕç", — иртнĕ кун-çулне куç умне кăларчĕ Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Степан Павлов.

26 Кăрлач, 2017

Пăруланa хыççăнхи шалкăм

Ĕне каçпа пăруларĕ. Тепĕр ирхине ĕне патне тухсан вăл сывă маррине асăрхарăм. Аран тăчĕ, урисем чĕтреççĕ. Юрать-ха, ветеринар ĕнене тÿрех сиплесе чĕртрĕ. Парез чирĕ иккен. Халиччен пĕрре те ку чирпе тĕл пулманччĕ, чиперех пăхатпăр тесе шухăшлатăп. Мĕне пула çак чирпе аптрарĕ-ха вăл?

Алина МАРКОВА.

Елчĕк районĕ.

26 Кăрлач, 2017

Техĕмлĕх курaкĕсем

Мускат мăйăрĕ /мускатный орех/ — йывăç çимĕçĕн вăрринчен тунă техĕмлĕх. Мускат йывăçĕ 100 çул ытла ÿсет, çимĕçне вара çамрăк чухне, малтанхи 40 çул çеç лайăх парать. Çимĕçĕ абрикос пысăкăш, пиçсе çитсен варринчен çурăлать, ăшĕнче — хыт хупăллă вăрă. Шăпах ăна мускат мăйăрĕ теççĕ. Унпа çынсем авалах сипленнĕ, апат-çимĕçе техĕмлетнĕ, сывлăша ырă шăршă кĕртнĕ. Çак йывăçа тропик çĕршывĕсенче çитĕнтереççĕ.

26 Кăрлач, 2017

Перекетлĕ туянар

Хальхи вăхăтра япала туянмасăр никам та пурăнаймасть. Пĕриншĕн туянасси — киленĕç, хăпартлану пулсан, теприншĕн — пуçа ыраттаракан пулăм. Пĕри ăçта, мĕн туянмаллине, япалан чăн хакне тĕрлĕ журнал-буклетсăрах лайăх пĕлсе тăрать, тепри вара лавккаран лавккана çÿресе хăшкăлать, килĕшÿллĕ, пахалăхлă, юрăхлă япала тупайманнипе вĕчĕрхенет.

26 Кăрлач, 2017

Пилеш кайăкĕ

Пилеш кайăкĕ тĕнчипех анлă сарăлнă. Унăн 60 яхăн тĕсне палăртаççĕ. Хăшĕсем пысăкрах кĕлеткеллĕ, хăшĕсем пĕчĕк. Вĕсене пилеш кайăкĕ йышĕнчисем тесе палăртаççĕ.

Пилеш кайăкĕ шăнкăрч хыççă­нах вĕçсе килет. Кайăка асăрхиччен сассине илтетĕн, унтан сасă тăрăх юрăçа шыратăн.

Кĕркунне пилеш кайăкĕ хăвăрт вĕçсе каймасть, тăранса пурăнмалли çителĕклĕ, пилеш ăнса пулсассăн, вăл раштав уйăхĕсенелле çеç пĕчĕккĕн кăнтăр еннелле куçса пырать.

26 Кăрлач, 2017

«Тантăш» № 3 (4520), 26.01.2016

26 Кăрлач, 2017

«Чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай — 110 çул!» викторинăна хутшăннисем

«Хунав» кружок членĕсем, Элĕк районĕ, Юнтапа шкулĕ /ертÿçи — Леонтьева З.И./.

8-мĕш «а» класра вĕренекенсем, Çĕнĕ Шупашкар, 19-мĕш шкул /вĕрентекенĕ — Николаева Г.Л./.

Автономова Диана, 7-мĕш класс, Тăвай районĕ, Тĕмер шкулĕ.

Адюкова Дарья, Шупашкар, 10-мĕш шкул /вĕрентекенĕ — Анисимова Юлия Елисеевна/.

Адюкова Юлия, 10-мĕш «э» класс, Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ /вĕрентекенĕ — Каринкина Г.В./.

26 Кăрлач, 2017

Куракан чăваш юррине чăннипех те кăмăллать

Кашни ача ашшĕ-амăшне курса çитĕнет, чылай чухне çывăх çыннисен кăсăкланăвĕ, ăсталăхĕ тĕпренчĕкне куçать. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — тесе ахальтен каламан-çке.

Pages