Archive - 2017

январь 26th

26 Кăрлач, 2017

Чăваш ялĕнче пăлан усраççĕ

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ачча ялĕнче пурăнакансен çурчĕсем пĕри тепринчен чаплă. Егоровсен кил-çурчĕ вара ыттисенчен раснарах туйăнчĕ, ăна таçтанах асăрхарăм. Пÿрт умĕнче пĕчĕк çуна ларатчĕ. Апла пулсан ку килте пони тытнине тавçăрма йывăр мар. Чăнах та, Егоровсем пĕчĕк çак лашана 11 çул усраççĕ ĕнтĕ. Ун валли çуна-урапана ялти Александр Гаврилов ăсталаса панă. Нумаях пулмасть Егоровсем тиха та туяннă.

26 Кăрлач, 2017

Преподавателе хывăхпа улталаймăн

Аудиторие кĕнĕ чухне экзамен пуçланнăччĕ. 4 студентка ыйтусене хуравлама хĕрсех хатĕрленетчĕ. Эпĕ те билет илсе парта хушшине лартăм. Манăн студент вăхăчĕ тахçанах иртнĕ ĕнтĕ, редактор черетлĕ ĕç хушнипе экзамена килтĕм. “Хыçалти рете лар, кам мĕнле шпаргалка туртса кăларнине сăнама меллĕрех унтан”, — терĕ вăл. Анчах хыçалти вырăнсене пурне те йышăннăччĕ ĕнтĕ, камăн преподаватель сăмси умĕнче ларас килтĕр-ха? Хĕрсем мана палламаççĕ, вĕсемшĕн эпĕ — куçăн мар майпа вĕренекен студент. Преподавательпе вара маларах калаçса татăлтăм.

26 Кăрлач, 2017

Шкул ачине «2» хăратмасть

Студент хăйĕн пулас профессийĕпе практикăра çывăхрах паллашать. Пĕрисем станок умне пирвайхи хут тăраççĕ, теприсем шурă халат тăхăнса чирлисен сывлăхне тĕрĕслеççĕ, виççĕмĕшĕсем доска умне тăрса ачасене урок ăнлантарма пикенеççĕ. Кашни професси хăйне евĕр, йывăрлăхĕ те расна. Пулас педагога практикăра шăпăрлансемпе ĕçлеме çăмăл-и? Паянхи шкул ачи чăваш чĕлхипе литературине вĕренесшĕн-и? Çак ыйтусен хуравне тупассишĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе филологи факультечĕн студенткипе Мария Гришинăпа тĕл пултăмăр. Малалла вулас...

 

26 Кăрлач, 2017

Кулибин арăмĕ вертолет ÿкесрен хăрать

Красноармейски районĕнчи Йÿçкассинчи Станислав Владимирова ял-йыш Кулибин тесе чĕнет. Вăл тимĕр-тăмăртанах хуçалăхра кирлĕ япаласем — вак-тĕвекрен пуçласа снегоход, трактор таранах — ăсталать. Пĕр çулхине Станислав Германович журналистсене вертолет пуçтарас шухăшпа пурăннине пĕлтернĕччĕ. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ: хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ-ши 67-ри арçын?

январь 25th

25 Кăрлач, 2017

ТЕМПЕРАТУРА ПĔЧĔК

Питĕ пĕчĕк тесе ÿт-пÿ температури 35,5 градуспа танлашсан е 35,5 градусран та пĕчĕкрех пулсан калаççĕ. Сăлтавĕ вара сахал мар.

1. Çыннăн вăрах чир пулсан пĕчĕк температура вăл вĕрĕлнине асăрхаттарать. Тăхтаса тăмалла мар — медицина пулăшăвĕ кирлĕ.

2. Щит евĕрлĕ пар ĕçĕ вăйсăрлансан /гипотиреоз/ та температура чакать.

25 Кăрлач, 2017

ЧИРТЕН СЫХЛАННИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ

Çулсеренех кĕркунне тата хĕлле тĕрлĕ респиратор вирус чирĕпе аптракансен йышĕ ÿсет. Раштав-кăрлач уйăхĕсенче вара грипп эпидемийĕ пуçланать. Çак чиртен мĕнле сыхланма пулать-ха? Пирĕн ыйтусене республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ Елена ЕГОРОВА хуравлать.

— Грипп уйрăмах йывăр чир теççĕ. Ытти вирус чирĕнчен вăл мĕнпе уйрăлса тăрать?

Pages