Archive - 17 Авăн, 2014 - Хыпар

17 Авăн, 2014

Мифран карнавал таранччен

Чăваш наци музейĕн музейпа курав центрĕнче тĕнчери тĕлĕнмелле тата хăйне евĕр маскăсен выставки уçăлнă. Унта Африкăри, Америкăри, Европăри, Азири, Австралири çĕре яхăн маскăпа паллашма пулать.

17 Авăн, 2014

Шкул урамĕ - чи хăтли

Çак кунсенче ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви республикăри чи тирпейлĕ яла палăртас енĕпе çулсеренех ирттерекен смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕ асăннă конкурса виçĕ номинаципе материалсем тăратнă: "Чечек клумбисемпе кану вырăнĕсене хăтласси" /Кивĕ Эйпеçри ача-пăча паркĕ/, "Чи хăтлă та тирпейлĕ урам" ?Шкул урамĕ% тата "Чи хăтлă çуртпа килти хушма хуçалăх" /П.А.Рыбкинăн хушма хуçалăхĕ/.

17 Авăн, 2014

Асăну хăми уçнă

Çĕмĕрлери 2-мĕш шкулта асăннă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илнĕ е ĕçленĕ паллă çынсене асрах тытаççĕ.

Çак кунсенче пĕлÿ çуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕн авторне Герман Лебедева /1913-1980/ асăнса Асăну хăми уçнă. Композитор ку шкулта 1936-1940 çулсенче ĕçленĕ.

17 Авăн, 2014

Манăçлăхран таврăннă поэт

1932 çулта «Встречный» фильмра çĕкленÿллĕ çĕнĕ юрă - «Песня о встречном» - янăраса кайнă. Çамрăк композиторăн Д.Шостаковичăн çунатлă кĕввине пула ăна халĕ те пурте пĕлеççĕ. Шел те, юрă сăввине çыраканĕн ятне ку тарана çитсе те ас тăваканĕ сахал. Вăл - Борис Корнилов /Вербин/.

17 Авăн, 2014

Чунри хĕвелпе 60 çул ăшăнаççĕ

Тăнлав тĕлĕнчи çÿç пĕрчисем тахçанах кĕмĕлленнĕ ĕнтĕ Анастасия Алексеевна Павловăн. Анчах çакă кулянмалли сăлтав-и вара? Шăпа пÿрнĕ çынпа халĕ те шăкăл-шăкăл, килĕштерсе пурăнатăн пулсан - пушшех.

17 Авăн, 2014

Кашни саккун республикăшăн ĕçлĕ

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕн кун йĕркине кĕртнĕ пур 27 ыйту та тăван республикăшăн, унăн аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Анчах вĕсенчен иккĕшĕ, манăн шухăшăмпа, кăшт мала тухаççĕ.

17 Авăн, 2014

Çĕнĕ Кризис центрĕ пулĕ

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ граждан оборони, чрезвычайлă лару-тăру тата çут çанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес енĕпе ĕçлекен министрĕпе Владимир Пучковпа тĕл пулнă.

17 Авăн, 2014

Вĕрентекенĕн явап тытмах тивĕ

Ырă хыпар - çуран, усалли утпа çÿрет тени тĕрĕсех. Комсомольскинчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ хăйне ачасемпе кăнттам тытни пирки те хыпар хăвăрт сарăлчĕ.

Pages