Archive - 2017 - Чăваш хĕрарăмĕ

юпа 16th

16 Юпа, 2017

Хапăл тăвăр йыхрава!

Чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар» çуллен ирттерекен ăмăрту — Кире пуканĕ йăтакансен пĕтĕм Раççейри турнирĕ — тимĕр вăййин тусĕсене çитес вăхăтрах черетлĕ хутчен пухĕ.

Хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пыракан тупăшу кăçал юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче иртĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи пулма Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерне, РФ тава тивĕçлĕ тренерне Сергей Кириллова çирĕплетнĕ. Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă ентешĕмĕр хальхи вăхăтра Питĕрте пурăнать.

юпа 9th

9 Юпа, 2017

Тимĕр вăййи илĕртет

Пирĕн республикăра пăхаттирсен ăмăртăвне йĕркелесси иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче йăл илнĕ. Малтанах вĕсене Акатуйсенче ирттернĕ. Чăваш Енри кире пуканĕн спорчĕн паянхи тапхăрĕ 1962 çулта çырăнма тытăннă. Шăпах çакăн чухне ăмăртусен йĕркине çирĕплетнĕ.

9 Юпа, 2017

Аслисен витĕмĕ

Ашшĕ-амăшĕ тата ачисем... Ĕмĕрсен улшăнăвне пăхăнман ыйту кирек хăш саманара та — чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Капашлăскер вун-вун вакрах ыйтăва пĕрлештерет. Нумай-нумай ăсчах — психологсем, педагогсем, медицина хутлăхĕнчи экспертсем — вĕсен уççи-хуппине шыраççĕ, наука тĕпчевĕсем ирттереççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ.

9 Юпа, 2017

Яла кайсан мĕн куртăм?

Çулла яла çитсе килме тĕв турăм. Ялан хваттерте ларса пулмасть-ха, ура утнă чухне çине тăрсах çула тухрăм. Хуларан Нюшкассине каякан автобусран Пуянкасси сăртĕнче анса юлсан çуралнă яла сукмакпа уттартăм.

Таврари илем чуна çĕклет. Тÿпене хупăрланă çумăр пĕлĕчĕсем йĕпхÿ пек пĕрĕхтерсе илчĕç те анăçалла кайса çухалчĕç.

Pages