Archive - Ноября 2019 - Чăваш хĕрарăмĕ

ноябрь 25th

«Хĕрарăм, сан умăнта пуçа таятăп» конкурс-фестивальте Канаш районĕнчи Кăшнаруйĕнчи Надежда Никонорова пултарулăхĕпе тыткăнлани çинчен хаçатра çырнăччĕ. Сăмахĕсем йăлт «к» сас паллирен пуçланакан текста çулсерен анлăлатса пырать вăл.

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралнăскер çак тăрăхри ытти çамрăк пекех чăнкă пулнă вăл. Профессине те чăнкисен хушшинче суйласа илнĕ хĕр — çар çынни уншăн шăпах çавăн пек туйăннă. Форма, пакунсем… Ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тениех çыхăну техникумне илсе çитернĕ, связист вырăнне вăл çарта кăна курнă. Анчах темиçе уйăхранах… çак професси хăйĕн чуншĕн ют пулнине туйса илнĕ. Вĕренме пăрахнă. Ача садне ĕçлеме вырнаçнă. Кунта вара медсестра ĕçĕпе киленнĕ. Йăваш кăмăллă, çепĕç сасăллă хĕрарăм пикешĕн тĕслĕх вырăнне пулса тăнă ахăр.

Ачаш туйăмпа, кашни çынпа çыхăннă уяв вăл — Амăшĕн кунĕ. Çутă кун парнеленĕ çывăх çыннăмăрсене тимлĕхпе савăнтарма, хамăр юратни-хисепленине сăмахпа-ĕçпе палăртма вăхăт çитнĕ май амăшĕн телейĕ çинчен калаçу хускатрăмăр. Çак ыйту хуравне пирĕн тăрăхра пурăнакан арçынсемпе хĕрарăмсем еплерех кураççĕ-ши?

ноябрь 18th

Выртан каска мăкалнă теççĕ. Те çав халех мăкалас мар туйăм хăвалать — таçта та çитсе темĕн те курас килет. Раççей тĕп хулине çула пуçтарăннă чух нимех те курса тĕлĕнме шухăшламан паллах. Ара, пурте пĕр çĕршыврах пурăнатпăр, саккунĕсем те пĕрех. Уйрăмлăхĕ те — шалура кăна. Анчах та унта та ăна пурте кĕреçепе хырмаççĕ. Топ шайĕнчи менеджерсен ĕç укçи вара тахçанах — вăрттăнлăх мар. Çав шутра — вĕсем çав пукансене мĕнле майпа йышăнни те.

Çĕрпÿ районĕнчи Мăнçутра пурăнакан Ольга Егорова чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче пĕлĕшĕпе пĕрле кăнтăр апачĕ çитичченех Çĕрпĕве васканă. Район центрĕнче васкавлă пулăшу подстанцийĕн çĕнĕ çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçассине пĕлнĕскер вырăна вăхăтра çитме хыпаланнă.

ноябрь 11th

Pages