Комментари хушас

18 Çурла, 2019

Шупашкарта — тĕрĕксен форумĕ

Паян Шупашкарта тĕрĕк чĕлхиллĕ çамрăксен Пĕтĕм Раççейри форумĕ уçăлчĕ.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта национальноçсен ĕçĕсен федераци агентстви пурнăçа кĕртет. Вăл Раççейре пурăнакан халăхсен культурине пуянлатма, çамрăксен хутшăнăвне аталантарма тивĕç. Тăваттăмĕш хут йĕркелекен форума 17 регион представителĕ хутшăнать. Пĕтĕмпе – 160 çын. Чи йышлă делегацисем Чăваш, Пушкăрт, Тутар республикисенчен.

«Иртнĕ эрнере Пятигорскра Çурçĕр Кавказ çамрăкĕсен форумĕ уçăлчĕ. Паян Шупашкар пултаруллă та мал курăмлă çамрăксене пуçтарчĕ. Вĕсем тăван тăрăхшăн, тăван çĕршывшăн тăрăшассинче иккĕленместĕп», — палăртрĕ национальноçсен ĕçĕсен федераци агентствин ертÿçин çумĕ Михаил Ипатов. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та форума пухăннисене саламларĕ.

Çак кунсенче тĕрĕк чĕлхиллĕ çамрăксем вĕрентÿ программине хутшăнĕç, влаç, культура, бизнес представителĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулĕç, тĕпчев ĕçне хутшăнĕç, тăван халăх историйĕпе культурине сыхласа хăварас ыйтăва сÿтсе явĕç. 

www.hypar.ru.

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: