Комментари хушас

25 Юпа, 2019

Шупашкарта «Ачасен планети» уçăлчĕ

«Ачасен планети». Çапла ят панă паян Шупашкарти Челомей академик урамĕнчи 13-мĕш çуртра уçăлнă ача садне. Вăл çĕнĕ «Сад» микрорайонта вырнаçнă.

«Ачасен хулине» уçма ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăнчĕç.

Микрорайонта çĕнĕ çуртсем çĕкленсех тăраççĕ, унта ачаллă çамрăк çемьесем хушăнсах пыраççĕ. Çавăнпа ача сачĕ питĕ кирли пуриншĕн те паллă.

Тинех кĕтнĕ вăхăт çитрĕ: 12 ушкăнпа ĕçлеме пуçлакан ача-пăча учрежденийĕ 240 ачана йышăнĕ. Савăнăçлă самантпа пухăннисене Михаил Игнатьев саламларĕ. «2013 çултанпа 44 садик уçрăмăр, кăçал — 16. Çитес çул тата 10 хута яма палăртнă. Çав вăхăтрах кивĕ, 30-40 çул каялла тунисене, тĕпрен юсаса пырăпăр. Пур ача та пĕр пек лайăх условисенче воспитани илччĕр», — терĕ вăл.

Садик заведующийĕ Наталия Государева ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе тав турĕ. Хĕрлĕ хăйăва касма ачасем те хутшăнчĕç, унтан пурте хăтлă çуртпа паллашма васкарĕç. Кунта паянхи кун ыйтни пурте пур: пултарулăх холĕ, музыка залĕ, театр студийĕ, логопед кабинечĕ, бассейн.

Çав кунах Михаил Игнатьев тепĕр садике — Трактор тăвакансен проспектĕнчи 3 А çуртра вырнаçнине çитсе килчĕ. Ăна 1974 çулта хута янă. Çурта хула бюджетĕнчен уйăракан нухратпа çулленех косметика юсавĕ ирттереççĕ пулсан та, вăл строительсене кĕтни куç умĕнчех. Республика ертÿçи лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: