Демографи сывлăх сыхлавĕн сăнне тĕксĕмлетет

8 Утă, 2020

Республикăра пĕлтĕр çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ историре пуçласа 73 çул урлă каçнă, çынсем вилессин кăтартăвĕсем те лайăхланнă, апла пулин те демографи лару-тăрăвĕ пурпĕр çивĕч — халăх йышĕ чакса пырать. Çакăн пирки Министрсен Кабинечĕн пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ.

Министр 2019 çулшăн республикăра пурăнакансен сывлăхне хаклакан патшалăх доклачĕпе паллаштарчĕ. Докладăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕсем савăнмаллискерсем мар. Демографипе çыхăннă çивĕчлĕхе регионăн «тĕп врачĕ» пĕлтĕр ача çураласси тăруках чакнипе сăлтавларĕ. Шел те, ку енĕпе кăçал та ыррине кĕтме çук — прогнозсем çут тĕнчене килекен пепкесен шучĕ каллех пĕчĕкрех пулассине çирĕплетеççĕ.

Кăмăлли — пĕлтĕр диспансеризацие анлăн йĕркелени. 600 пин çын сывлăхне профилактика тĕллевĕпе тĕрĕсленĕ. Çакă нумай çыннăн чирĕсене вĕсем шала кайичченех тупса палăртма май панă, çавна май, паллах, сиплев йĕркелеме май килнĕ. Владимир Степанов сывлăх сыхлавĕн наци проекчĕ медицина валли уйăракан укçа виçине палăрмаллах пысăклатнине çирĕплетрĕ. 2016 çулта, калăпăр, отрасль валли 2,2 миллиард тенкĕ уйăрнă, пĕлтĕрхи виçе вара икĕ хут пысăкрах пулнă. Инвестицисем — медучрежденисен юсавĕ валли кăна мар, çĕнĕ йышши оборудовани туянма та. Иртнĕ çул халăха тӳлевсĕр эмелсемпе тивĕçтерме те ытларах укçа уйăрма май килнĕ — 670 миллион тенкĕ.

Тепĕр самант — пысăк технологиллĕ медпулăшу аталанни. «Паян республикăра пурăнакансен 80% çакнашкал пулăшупа республика тулашне тухмасăрах усă курма пултарать», — терĕ Владимир Геннадьевич. Иртнĕ çул васкавлă медпулăшăвăн автопаркне тĕпрен çĕнетнĕ. Ку васкавлă бригадăсем чирлĕ çын патне çитессин вăхăтне чакарассине те витĕм кӳнĕ. Норматив — 20 минут таран, республикăра вара вăтам вăхăт 11 минутран кăшт ытларах пулнă. Чăн та, министр коронавирус инфекцине пула юлашки вăхăтра васкавлă медпулăшу çак вăхăта тивĕçтерейменнине те йышăнчĕ — медиксем çине пысăк тиев лекет, пурин патне те асăннă вăхăтра çитеймеççĕ.

Михаил Ноздряков патшалăх доклачĕ тĕплĕ пулнине палăртрĕ, ăна массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленисĕр пуçне республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк çуллăх комплекслă программине хатĕрлекенсене те ярса пама сĕнчĕ — докладри пĕтĕмлетӳсем çав документа та пуянлатма тивĕç.

Министрсен Кабинечĕ Шупашкара Ĕç мухтавĕн хулин ятне пама ыйтасси пирки ĕçлев министрĕ Алена Елизарова сăмах илчĕ. Депутатсен хула пухăвĕ Правительствăна çакнашкал пуçарупа тухнă — Министрсен Кабинечĕн ыйтупа Мускава тухмалла. Министр мухтавлă ята вĕсенче пурăнакансем вăрçă вăхăтĕнче Çĕнтерĕве çывхартма пысăк тӳпе хывнă, паттарлăхпа харсăрлăх кăтартнă хуласене панине палăртрĕ. Шупашкарăн ку енĕпе мăнаçланмалли пайтах.

Эвакуаципе куçарнă 14 завод вырăнти предприятисемпе пĕрле фронт валли ĕçленĕ. 1945 çул тĕлне вĕсем туса кăларакан продукцин 80% фронт нушисем валли пулнă. Çав шутра — авиаци бомбисемпе снарядсем, танксемпе самолетсен деталĕсем… Хулана Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлани, 250 çынна орден-медальпе чыслани те, «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи харсăр ĕçшĕн» медальпе вара 20 пин ытла çынна хавхалăнтарни те Шупашкарăн Çĕнтерӳри тӳпи курăмлине ĕнентерет. Çакна Раççей Наукăсен академийĕ те çирĕплетнĕ — пĕтĕмлетӳ туса Шупашкар чыслă ята тивĕççине палăртнă. Çавна май хулана сумлă ят памашкăн ыйтассине ырларĕç.

Ларура çавăн пекех вырăнсенчи депутатсен гарантийĕсене пырса тивекен саккуна улшăнусем кĕртессине «симĕс çутă» пачĕç. Çĕнĕлĕх депутатсен ĕç вырăнне упраса хăвармалли гарантисемпе çыхăннă. Саккун проектĕнче халăх суйланă çынсем депутат тивĕçĕсене пурнăçланă чух уйăхсерен иккĕрен тытăнса ултă кун таран вĕсен ĕç вырăнĕсем упранассине палăртнă — кунсен татăклă шутне депутатсен пухăвĕсен уставĕсемпе çирĕплетмелле.

www.hypar.ru Фото deti.mail.ru

 

Комментари хушас