Авăнăн 5-10-мĕшĕсенче Дон çинчи Ростовра «Раççейри студентсен çуркунни — Çĕнтерӳ çуркунни» XXVIII Пĕтĕм çĕршыври фестиваль иртет. Ăна Астăвăмпа мухтав çулталăкне халалланă.
«Олимпиада маншăн хăйне евĕр тĕнче. Тĕплĕ хатĕрлентĕм. Часах ĕмĕтри хулара — Санкт-Петербургра — ăс пухма тытăнăп, искусствăсен факультетĕнче вĕренĕп. Эпĕ искусствăна юрататăп. Кинематограф, литература, музыка, скульптура, архитектура… яланах манăн чунра пулĕç, пурнăçа искусствăна халаллăп. Чи малтанах манăн çула уçса пыракансене, Александра Никитинăна, Еленăпа Олег Ефановсене, тав тăватăп.
Çурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Атăл леш енчи вăрманта, Астраханка кÿлли патĕнче, ҫынсем çĕтсе кайнӑ. Вӗсем ҫӑлавҫӑсенчен пулăшу ыйтнă.
Кăмпана икӗ хӗрарӑм тата пӗр арҫын кайнӑ. Вăрманта çÿренĕ май вĕсем аташса кайнă. Çăлавçăсем вырăна çитнĕ çĕре вĕсем çул шыраса тупнă, вĕсем машина кăшкăртнă сасă енне утнă.
Коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.
Чăнах çапла. Сăмах Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа халăх промыслисен маçтăрĕсен Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркеленĕ конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтернисене чыслассипе çыхăннă.
Промышленноç предприятийĕсенче цифра технологийĕсене ĕçе кĕртесси — çак ыйтупа Шупашкарта паян стартеги сессийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна Инжинирингăн регион центрĕ тата коммерциллĕ мар «Цифра экономики» автономи организацийĕ /Мускав хули/ РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерствипе пĕрле йĕркеленĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Муркаш районĕнчи ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май Мăн Сĕнтĕрти ялти библиотекăпа паллашрĕ.
Модернизаци ĕçĕсене "Культура" наци проекчĕпе тунă. Олег Николаев библиотекăра чăваш кĕнекисем пуррипе те кăсăкланчĕ. 40 проценчĕ чăвашла пулни, тăван чĕлхепе çынсем вулани ăна савăнтарчĕ. Çав хушăрах библиотекăра чăвашла çырнă стендсем çуккине, тăван чĕлхепе литература 50% кая мар пулмаллине те палăртрĕ.
Шупашкар районĕнчи тÿре-шара çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕ валли блокпа модульлĕ котельнăйсем тума палăртать. Çак ĕçре «Чăвашгаз» патшалăхăн унитарлă предприятийĕн те пулăшмалла.