Новости по теме

28 Çурла, 2020

Футболистсем çĕнтерÿпе таврăннă

Мускавра 6×6 форматпа футбол ăмăртăвĕ иртнĕ. Чăваш Ен команди Раççей чемпионатĕнчен бронза медальпе таврăннă.

Тупăшăва 16 команда хутшăннă. Унта Комсомольски районĕнчи «Урмай» ушкăнĕ те вăй виçнĕ. Чемпионат «Столица» спорт комплексĕн çĕнĕ манежĕнче иртнĕ. Мини-футбол вăййин хăйĕн йĕрки. Матча пĕр командăран 5 футболистпа 1 хапхаçă хутшăнаççĕ. Тайм вăхăчĕ — 12 минут.

Дагестан спортсменĕсем чи маттуррисем пулнă, вĕсем никама та парăнман. Пирĕн ушкăн 3-мĕш вырăн йышăннă.

28 Çурла, 2020

Шкулта хăрушсăрлăх мерисене çирĕппĕн пăхăнмалла

Изоляцирен тухмалли виççĕмĕш тапхăрне куçассине пĕлтерчĕç коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.

27 Çурла, 2020

Çамрăк лидерсем парăнма хăнăхман

Паян «Çамрăк лидерсен команди» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Аса илетерер: ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе ирттерчĕç. Ăна çамрăксене социаллă пурнăç, экономика, обществăпа политика тытăмĕсенче ертÿçĕ должноçĕнче ĕçлеме илĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ.

27 Çурла, 2020

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян Шупашкар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Чи малтанах вăл Арина Платоновăн хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçĕпе паллашрĕ.

27 Çурла, 2020

Ачасем шкула маскăсăрах кайĕç

Кăçал шкулсемпе аслă вĕренÿ завденийĕсенеч ачасемпе студентсене пĕлÿ парассине епле йĕркелĕç? Пĕлÿ кунĕнче йăлана кĕнĕ линейка пулĕ-и? Çак тата ыйтăвăн хуравне тупма май пулчĕ ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче иртнĕ «хĕрÿ линире». Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева ертсе пычĕ. Министрсем, Роспотребнадзор ĕçченĕсем ашшĕ-амăшĕн ыйтăвĕсене хуравларĕç.

27 Çурла, 2020

Кăтартусем начар мар

Халăх пурнăçне лайăхлатасси наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ шутланать. Çак ĕç-хĕл мĕнле шайра пурнăçланать-ха? Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата проект ĕç-хĕлĕн канашĕн ларăвĕнче кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенчи кăтартусене пăхса тухрĕç.

27 Çурла, 2020

Почта машинисем килнĕ

Раççей почтин Чăваш Енри управленине 5 çĕнĕ автомобиль килнĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр 14 автомобиль çитмелле.

Икĕ машинăна курьер службине уйăрса парĕç, виççĕшĕ почта урлă каякан хаçат-журнала, ытти япалана Шупашкарта турттарĕ. Автомобильсене 750 килограмм таран тиеме пулать. Вĕсене маякпа, сиренăпа тата сигнализаципе тивĕçтернĕ. Сăмах май, Раççей почтин Чăваш Енри уйрăмĕнче хальхи вăхăтра – 117 транспорт, çав шутран 8-шĕ – курьер службинче. Почта машинисен пĕтĕмĕшле маршручĕ – 12500 километр.

26 Çурла, 2020

Мĕн чухлĕ пĕрлĕх - çавăн чухлĕ ыйту

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать паян Наци библиотекинче пултарулăх пĕрлĕхĕсен ертÿçисен ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа иртнĕ "çавра сĕтел" хыççăн.

Калаçу "Пултарулăх союзĕсем - патшалăх культура политикине пурнăçа кĕртес ĕçре" ыйту тавра пычĕ. Хальхи вăхăтра республикăра писательсен, художниксен, композиторсен, театр ĕçченĕсен, журналистсен, эстрада артисчĕсен, кинематографсен союзĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсен кашнийĕн çивĕч ыйтăву пур. Шăпах çавăн çинчен те калаçрĕç "çавра сĕтелте".

26 Çурла, 2020

Пилĕк ачаллисене кÿрекен пулăшу пысăкланать

Республика Правительстви нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕлĕшпе черетлĕ утăм турĕ: Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ачаллă граждансене тÿлекен патшалăх пособийĕсем çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕç.

Pages