Вăрă хыççăн пÿрт юлать, анчах пушар веçех тĕп тăвать, кĕл кăна хăварать. Шупашкар районĕнчи Янту ялĕнчи Любимовсен çемйине пысăк хуйхă килсе тухнă: вĕсем кил-çуртсăр тăрса юлнă. Инкек раштавăн 23-мĕшĕнче пулса иртнĕ.

Раштавăн  25-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Ишлĕ Шетмĕре 100 вырăнлă культура çурчĕ уçăлчĕ. Малтанхи кивĕлсе çитнĕрен республика программине хутшăнса конкурсра çĕнтернĕ. Темиçе уйăхра çĕннине çĕклесе лартма вăй çитернĕ.

Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнче паян - уяв. Тахçантанпах кĕтнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ. Çак ĕçе кăçал кăна пуçăннă, апла пулин те ĕçе çулталăк вĕçĕнче вĕçлеме мехел çитернĕ. 150 вырăнлă кермене çĕклеме 16 миллион ытла тенкĕ кирлĕ пулнă. Нухратăн пысăк пайне - 14,2 миллион тенкĕне - республика бюджетĕнчен уйăрнă.

Çĕнĕ çулăн чи лайăх палли — пĕр-пĕрне парнесем парса савăнтарни. Медицина сферинче тата вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсене кăçал парнерен чăннипех те ăнчĕ.

Республикăн Çул-йĕр фончĕ кăçал 5 миллиард тенкĕпе танлашнă. Пысăк укçа, çавна май унпа тĕллевлĕн усă курассине тивĕçтересси, миллионсем айккине каясран сыхланасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин тунтикунхи ларăвĕнче шăпах çулсем валли уйăрнă бюджет укçипе усă курнă чух коррупцирен сыхланас енĕпе йышăнакан мерăсене сÿтсе яврĕç.

24 Dec, 2018 | Культура | уявсем

Шупашкар хула администрацийĕн культурăпа туризм аталанăвĕн управленийĕ, Федераци почта тытăмĕн республикăри управленийĕ тата Шупашкарти вулавăшсен пĕрлешĕвĕ «Хĕл Мучи почти» конкурс йĕркеленĕччĕ.

2018 çулта АПКра 7,5 млрд тенкĕлĕх инвестицин 63 проекчĕ пурнăçланать. Çакă 500 яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ.

"Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ "Тантăш" хаçат тата "Самант" журнал çырăннисем хушшинче выляв ирттерсе унăн çĕнтерÿçине палăртнине эпир пĕлтернĕччĕ. Паян вара телейлĕ çемьене чысларĕç. Çав ятпа редакцие Хĕл Мучи те килсе çитрĕ. 

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительствăри çĕнĕ çынпа паллаштарнинчен пуçларĕ. Вăл — Алексей Грищенко, строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать.

Pages

Subscribe to