12 Jan, 2019 | Спорт | ăмăртусем

Паян Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче çăмăл атлетика енĕпе ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир тата Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртрĕ.

Надзор органĕн ĕçченĕсене эрнекун професси уявĕ - Раççей прокуратурин кунĕ — ячĕпе саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев прокуратура 297 çул тултарнине аса илтерчĕ те — çакна «аслă истори» тесех хакларĕ. Çулсем иртнĕ, анчах прокуратурăн тĕп тивĕçĕ улшăнман: унччен те çак ĕçе пурнăçланă, паян та граждансен прависене, патшалăх тата общество интересĕсене шанчăклă хÿтĕлет.

11 Jan, 2019 | Вĕрентÿ | Культура

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров журналистика уйрăмĕнче вĕренекен студентсемпе тĕл пулчĕç.

Паян «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен корреспонденчĕсем, Валентина Федоровăпа Лариса Петрова, Чăваш наци радиовĕнчи «Ирхи кăмăл» кăларăмра тÿрĕ эфирта пулчĕç. Радио итлекенсене «Тантăш» хаçатпа тĕплĕнрех паллаштарчĕç. Шкул ачисене хаçат-журналпа тачă çыхăну тытма йыхравларĕç.

«Çĕнĕ çулпа çыхăннă уяв кунĕсене тивĕçлĕ шайра ирттертĕмĕр, çакăншăн яваплă тытăмсене, вĕсен ертÿçисемпе ĕçченĕсене тав тăватăп», — çапла пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе ытти чух тунтикунсерен, хальхинче вара ĕç эрни çак кун пуçланнине кура юнкун ирттернĕ канашлăва. Унта калаçу тĕпрен илсен шăпах уяв, ăна халалланă мероприятисем, çак тапхăрта ЖКХ тата ытти тытăм обьекчĕсен ĕçне мĕнле тивĕçтерни тавра пулчĕ.

Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче Мулендеевсен парнисене çĕнсе илессишĕн футбол енĕпе мини-турнир иртнĕ. Ăна кăçал тăххăрмĕш хут йĕркеленĕ.

Pages

Subscribe to