кану

21 Çу, 2020

Юрăçсем килте ларса тупăш мĕнле тăваççĕ?

«Хальхи вăхăтра тепĕр вирус пур: кĕсьере минус», — шÿтлеççĕ интернет хутлăхĕнче. Килте ларма тивнĕрен чылайăшĕн укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем сиксе тухнă. Чăваш эстрада юрăçисен те лару-тăру çăмăл мар: концертсем иртмеççĕ, гастроле, уява кĕрекеçĕ пулма йыхравламаççĕ.

18 Çу, 2020

Шупашкарта онлайн-лагерьсем уçăлĕç

Шупашкарта шкул ачисем валли онлайн-лагерьсем уçма палăртнă. Кун пек форматпа хулари вĕренÿ учрежденийĕсенче халĕ те ĕçлеççĕ. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче уçăлнă «Шкул эфирĕсен марафонĕ» çак уйăхăн 29-мĕшĕччен пырĕ.

12 Нарăс, 2020

Хăна çурчĕ çук, анчах укçа тÿленĕ

Чăваш Енре пурăнакансем тĕрлĕ сайтра ултавçăсен серепине çакланаççĕ. Çак кунсенче Хура тинĕс хĕрринче канма шут тытнă Шупашкарти икĕ çынна шăнман пăр çине лартнă.

29 Утă, 2019

«Звездный» лагерь — 60 çулта

Чи пĕрремĕш хут 1959 çулта ачасене йышăннă «Звездный» кану лагерĕ уяв паллă тунă. Пухăннă хăнасене, лагерьти 12 отряда Çĕрпÿ район пуçлăхĕпе Татьяна Барановăпа администраци пуçлăхĕ Игорь Николаев саламланă, малашне те аталанса пыма суннă. Игорь Николаев лагерь ертÿçине спортпа туризм хатĕрĕсене туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификат парнеленĕ.

Pages