Archive - 9 Ноября, 2017

И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физкультура факультечĕн 2-мĕш курсĕнче вĕренекен Михаил Кутузов амăшĕнчен çулталăкра тăлăха юлнă. Çав вăхăтра ашшĕ те хыпарсăр çухалнă. Амăшне пытарнă чухне пĕчĕк те хавшак Миша кăкăр сĕчĕ çиме пăрахма та ĕлкĕреймен.

Илемлĕ те хăтлă вырăнта кашнинех пурăнас килет. Анчах пĕрисем ямăттине кĕтеççĕ, теприсем тытаççĕ те хăйсемех ĕмĕте пурнăçа кĕртеççĕ. Çавăн пек хастар та çамрăк çемьесем Вăрнар районĕнчи Хура Çырма ялĕнче те пур.

9 Ноября, 2017 | Тантăш | Вĕрентÿ | конкурссем

Федор Павлович — чăваш халăх культурин ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă çыравçă. Вăл пултаруллă драматург, прозаик, поэт лирик, ăста композитор пулнă. Унăн «Судра» комедийĕпе «Ялта» драми пирĕн литературăра чи паллă вырăнта тăраççĕ. Федор Павлов тивĕçлипех чăваш драматургийĕпе музыка культурин никĕсне хывнă çынсенчен пĕри шутланать.

Чăннипех те пĕр-пĕрне юратакансен çемйинче ачисем те çутă та ырă. Пурнăç тума пĕлекенсем, йывăрлăхра ÿснĕскерсем тĕпренчĕкĕсемшĕн питĕ тăрăшаççĕ. Вĕсен килĕнче туслăх хуçаланать.