Archive - 15 Ноября, 2018

Микуç хĕрарăмпа мĕнле пурăнмаллине пĕлмест. 62 тултарнă пулин те ку енĕпе опыт çук унăн. Çапла, вăл пĕрре те авланман, хут уйăрттармасăр та пурăнса курман.

Раççейре саккăрмĕш хут «Халăх участковăйĕ» конкурс иртнĕ. Чăваш Ен чысне кăçал Леонид Сазонов хÿтĕленĕ. Çак ята онлайн сасăлав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çĕнсе илнĕскер 13 çул службăра тăрать. Вĕсенчен 8-ăшне участковăйра тăрăшать.

Сисетĕр-и? Туятăр-и? Урамра сивĕ-ĕ-ĕ, хĕл кантăкран шаккать. Çĕнĕ çул çывхариччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Унччен маларах чăваш эстрада артисчĕсен Инстаграмри страницисене шĕкĕлчер-ха.

15 Ноября, 2018 | Тантăш | Спорт | ачасем

Раççей ача-пăча следж-хоккейĕн пĕрлештернĕ команди Канадăра иртнĕ «Cruisers Cup- 2018» турнирта çĕнтернине эпир иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ. Ун пирки тата командăри ентешĕмĕр çинчен хальхинче тĕплĕнрех çырса кăтартас терĕмĕр. Даниил Болотаев Шупашкарти 57-мĕш шкулта 8-мĕш класра вĕренет.

Урамра çанталăк сивĕтрĕ пулин те шкула кĕрсен чунра яланах ăшă. Хаваслă йăл кулă, кĕçĕн классен шăв-шавĕ, ырă кăмăллă вĕрентекенсем, ачасем урока васкани, килте пурнăçлама ĕлкĕреймен ĕçе тăхтав вăхăтĕнче туни, вĕренекенсем учительсене хăйсен аслă тусĕсем вырăнне хуни...

15 Ноября, 2018 | Тантăш | Сывлăх | Тимлĕх

Иртнĕ эрнере Шупашкарти Ача-пăча реабилитаци центрĕнче протезсен, ортопеди тата реабилитаци хатĕрĕсен куравĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ — сусăр ачасен ашшĕ-амăшне реабилитаци хатĕрĕсемпе паллаштарасси, вĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа парасси.