Archive - 12 Ноября, 2018

Кире пуканĕпе туслисене «Хыпар» хаçат кашни çулах турнира йыхравлать. Кăçалхи тупăшу, малтан палăртнă пекех, Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче иртрĕ. Ăмăртăва Чăваш Ен спортсменĕсемпе пĕрлех Пушкăрт, Тутарстан, Киров, Санкт-Петербург, Чулхула, Мордови, Чĕмпĕр, Волгоград, Самар, Мари Эл маттурĕсем хутшăнчĕç.

СССР халăх артистки Вера Кузьмина 95 çула çитнине тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, кураканĕсемпе пĕрле чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче паллă тăвать.

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче Галина Кириллова, ют чĕлхе вĕрентекенĕ, чылай çул ĕçлет. Педагогăн ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех воспитани ĕç-хĕлне тăтăш тытса пымалла. 7Б класс ертÿçи Галина Валентиновна ачасене туслаштармалли вăрттăнлăха темиçе çул каялла ăса хывнă: Тимур ĕçне пуçармалла. Пĕрлехи тĕллев чăннипех çывăхлатнине халĕ ĕнтĕ унăн «çуначĕ айĕнчи» 15 вĕренекен пĕр иккĕленмесĕрех çирĕплетет.

Паянхи тимурçăсем

Çамрăк ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕ пирки çапла каланине илтсен малтанах тĕлĕннĕччĕ те. «Ытла та хытă юратаççĕ ахăр», — мĕлтлетнĕччĕ пуçра шухăш. Тен, ывăл çуралнипе çапла савăннă аслисем? Ара, арçын ачана — ылтăнпа, хĕр пĕрчине вара кĕмĕлпе танлаштарнине хăнăхнă вĕт. Анчах та пархатарлă çак металл тĕнчене мĕнле пепке мар, миçемĕш пулса çуралнине палăртать-мĕн. Çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе юлашки çулсенче патшалăх ертÿлĕхĕ уйрăмах çине тăрса тăрăшать. Нумай ачаллă çемьесене курăмлă тĕревлени пушшех те пĕлтерĕшлĕ.