Archive - 17 Dec, 2018

Пирĕн вăхăтри арçын ачасенчен нумайăшĕ космонавтикăпа «аташнă» пулсан хĕр пĕрчисене сцена илĕртнĕ. Сцена вĕт — чап, чечексем, хитре пурнăç… Айккинчен шăпах çапла курăнать вĕт.

Хула çывăхĕнчи ял ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăнине пĕлетĕр-и? Тĕрĕс!.. Унта килĕрен тенĕ пек йытă усраççĕ. Вĕсем яла хăна килнине е урампа çын иртнине çийĕнчех систереççĕ. Хĕвел тухăç календарĕпе Йытă çулталăкĕнче пушшех хуçа пекех тытаççĕ вĕсем хăйсене.

Хĕрарăм çут тĕнчене илеме туяс туртăмпах çуралать-тĕр. Ÿнер тĕнчин вăрттăнлăхĕсене професси шайĕнче пач тĕпчемен мĕн чухлĕ йăмăк-аппа, асанне-кукамай хăйĕн аллипе тĕлĕнмелле хÿхĕм тĕрлĕ япала ăсталать-çке! Хитрелĕхе курасси-туясси йăхран йăха, ăруран ăрăва куçать. Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Елена Просвирнова та тĕрĕсем янтăлама амăшне Анна Архиповнăна кура пуçланă.