Archive - 25 Dec, 2018

25 Dec, 2018

Хапха умне туй машинисем чарăнаççĕ

Нарспие вĕсем çав тери кăмăллаççĕ. Нарспие кăна-и, чăваш чĕлхине юратаççĕ. Ăна упрассишĕн çине тăрсах тăрăшаççĕ. «Чăваш ялĕ тăван чĕлхепех калаçтăр», – теççĕ. Сăмахăм Етĕрне районĕнчи Йÿçпансем çинчен.

25 Dec, 2018

Наци проекчĕ çĕнĕ майсем уçать

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă указра Правительство 2024 çул тĕлне пурнăçламалли тĕп тĕллевсене палăртнă. Çавна май социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ енĕпе 12 наци проекчĕ хатĕрлеме тата РФ Министрсен Кабинетне вĕсене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен çирĕплетме хушнă.

25 Dec, 2018

НДС хушăннăран тÿлев пысăкланать

ЧР Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 512-мĕш йышăнăвĕпе 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хушма хакран тытакан налук НДС ставки улшăннă май халăха парса тăракан çут çанталăк газĕн сутлăх хакне çĕнĕрен çирĕплетнĕ. Унпа республикăн конкуренци политикин тата тарифсен службин ертÿçи Марина Витальевна Кадилова паллаштарать.