Archive - 5 Çу, 2018

5 Çу, 2018

Хĕрсен фронта кайма вăхăт çитнĕ…

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе Вера Грачевăпа Шупашкарти 37-мĕш вăтам шкулта тĕл пулма калаçса татăласшăнччĕ: хĕрарăмсен сывлăш сăнав, хыпарлав, çыхăну 101-мĕш батальонĕн Çар мухтавĕн музейĕ шăпах унта ĕçлет.

5 Çу, 2018

Вунă ача амăшĕ пĕр пепкине те «çухатасшăн» мар

Редакцие Агриппина Королева килчĕ. «Çĕнĕ Пăва хĕрарăмĕ пуласшăн эпĕ. Вунă ачана та хам çума çыпăçтарасшăн», — терĕ вăл пăшăрханса. Вăл мĕншĕн аплах куляннине ыйтса пĕлме тытăнтăмăр…
1999 çулта кăларнă «Женщины- Матери Земли Чувашской» кĕнекере ăна Мучар хĕрарăмĕ пек палăртнă иккен. Каярах, 2003 çулта, анлăлатса, материал пухса хатĕрленĕ кĕнекере Д.Егоров ку йăнăша тÿрлетсе ун пирки тĕрĕс те туллин çырнă. Апла пулин те халĕ те чĕре çывăхне илет çакна Агриппина Назаровна.

5 Çу, 2018

Пĕччен юласран шикленчĕ…

Сергей салтакран таврăннăччĕ ун чухне. Наташа университетран вĕренсе тухса ĕçе вырнаçнăччĕ. Çуралнă кунра паллашма тÿр килчĕ вĕсене. Пĕр-пĕрне килĕштернине пытармарĕç çамрăксем. Час-часах курнăçрĕç. Каçсерен уçăлса çÿрерĕç, кино пăхрĕç. Часах каччă хăйне килĕшекен ĕç тупрĕ. Пурнăç хăй еккипе малаллах шурĕ. Юрату та амалансах пычĕ.
Часах çĕнĕ çемье чăмăртанчĕ. Пĕр хваттерте пурăнакан кинпе хуняма та /Сергей хула каччиччĕ/ килĕштерчĕç, тÿрех пĕр чĕлхе тупрĕç. Çулталăкран Павăл çуралчĕ. Вăл çемьене телейлĕ çĕнĕ варкăш кĕртрĕ.