Archive - Ноября 2019

ноябрь 14th

14 Ноября, 2019 | Тантăш | Вĕрентÿ | викторина

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ тата «Тантăш» хаçат редакцийĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ республика шайĕнчи «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» викторина вĕçленчĕ. Вăйă-ăмăртăва Чăваш, Тутар республикисенче тата Чĕмпĕр облаçĕнче вĕренекен шкул ачисем, студентсем, учительсемпе библиотека ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсенчен пурĕ 170 ĕç килчĕ. Жюри вĕсене тишкерсе пăхса тухрĕ, хак пачĕ. Викторина çĕнтерÿçисемпе «Хыпар» ИÇ сайтĕнче тата «Контактра» соцсетьри «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăнра паллашма пулать.

14 Ноября, 2019 | Çамрăксем | Çул çÿрев

Роман Андреева Джек Лондонăн кĕнекисем яланах пысăк хавхалану кÿнĕ. «Морской волк» юратнă хайлавĕнчи пек пĕччен çул çÿреве тухса мĕн пур йывăрлăха çĕнме ĕмĕтленнĕ. Яшăн шухăшĕпе хăюллă пулни мар, шикленĕве парăнтарма пĕлни пĕлтерĕшлĕрех.

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ аталанать. Халĕ тĕрлĕ пулăшăва килтен тухмасăрах электрон мелпе илме пулать. Çакă халăха чиновниксемпе сахалрах хутшăнма пулăшать. Пысăк хăвăртлăхлă интернет социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене, ял-салана хăçан çитĕ?

ноябрь 13th

Шăмăршă районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине курăмлă тÿпе хываканĕ — ял хуçалăх отраслĕ. Тĕп хуларан аякра вырнаçнине пăхмасăр район пурнăç уттинчен юлмасть, малаллах талпăнать.

Ноябрĕн 5-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен планеркинче республика ялти ипотека программăна хутшăнас ыйтăва пăхса тухнă. Ун пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе эпир «Хресчен сасси» хаçат тĕпелне «Россельхозбанк» акционерсен обществин Чăваш Енри филиалĕн директорне Ирина Письменскаяна чĕнтĕмĕр.

Тăвай районĕнчи Андрей Моряков фермер хуçалăхне ăратлă лашасем илсе килнĕ.
Чăваш Енре йывăр туртакан ăратлă ăйăрпа лашасем 19 пуç хушăннă. Вĕсене хальлĕхе карантина тăратнă. Лашасене дезинфекциленĕ витене вырнаçтарнă. Шывпа, апатпа тивĕçтернĕ. Выльăхсем çĕнĕ çĕрте хăйсене аван туяççĕ. Фермер малашне вĕсене ĕрчетсе сутма палăртать.

www.hypar.ru

ноябрь 12th

Pages