Archive - Чÿк 2019

ноябрь 6th

6 Чÿк, 2019

Эрех хуйха пусармасть

Çулсерен ялсенче миçе çемье чăмăртанмасть-ши? Пĕр-пĕрне чунтан савакан, пĕр-пĕринсĕр сехет те пурăнма пултарайман хĕрсемпе каччăсем пĕрлешеççĕ. Çав вăхăтра вĕсенчен телейлĕреххи никам та çук.

6 Чÿк, 2019

Вилме те канлĕх çук

Паянхи пурнăçра пĕрисем пуйса пыраççĕ, теприсем вара — чухăнланса. Çакă ялта уйрăмах лайăх палăрать. Ял хуçалăхĕсем арканни çынсен пурнăçне йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Ĕç вырăнĕсем çукран çемьесем саланаççĕ.
Маларах ватă çынна пытартăмăр. «Вăл ун чухлĕ пурăннă-ха, çитет ăна. Йывăр тăпри çăмăл пултăр», — терĕмĕр. Вăхăт иртнĕ майăн асăнмалли кунĕ те çитрĕ. Анчах çывăх тăванĕ пĕр-ик куна чăтса çитереймерĕ. Хăйĕн çуралнă кунне паллă тума хăна-вĕрле пухрĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕпе ватти-вĕтти сиксе ташларĕ.

ноябрь 5th

5 Чÿк, 2019

Вести Чувашии, 42 (1664) № 02.11.2019

5 Чÿк, 2019

«Кашни кунах уяв пек туйăнать халĕ»

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççейре Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлаççĕ. Унăн историйĕ XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчи пăтравлă çулсемпе çыхăннă. Хаяр Иван патша вилнĕ хыççăн влаçа камăн йышăнмалли тавра тавлашу-хирĕçÿ пынă. Шăп çав вăхăтра Польша салтакĕсем тапăнса кĕнĕ. Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем поляксене Мускавран хăваласа яма пултарнă.
Çак уяв çинчен халăх мĕн пĕлет? Ыйту хуравне шыраса Шупашкарти хула урамне тухрăмăр.

5 Чÿк, 2019

Саппуна куççуль шăлма çакас мар тесен...

«Ача-пăча ту хăвна савăнма. Умна саппун çак куççульна шăлма», – тесе каланине илтме тивет хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕнчен. Ача-пăча куççуль тăктармасси, савăнăç кÿресси ывăл-хĕр мĕнле çемьере ÿснинчен килет. Çапла шухăшлать Республикăн наркологи диспансерĕн психиатр-наркологĕ Лидия Григорьева.
«Ачасем – çемье тĕкĕрĕ. Вĕсем пирĕн йăла-йĕркене, эпир хамăра мĕнле тытнине курса ÿсеççĕ. Ача умĕнче сиксе тухнă ыйтăва унăн ашшĕ-амăшĕпе ĕçлемесĕр татса пама май çук», – тет ачасемпе ашшĕ- амăшĕ хушшинчи ыйтусемпе ĕçлекен пуян опытлă врач.

5 Чÿк, 2019

Явăнаççĕ кураксем…

Шупашкарта тахçанах пулманччĕ. Канмалли кун çитсен, пахча çимĕç е какай пĕтсен, ачасем яла хăйсем пыраканччĕ. Хăна-таврашне килмелли те тупăнманччĕ ку тапхăрта. Тепĕр тесен, ĕçке-çике пуçтарăнсан тĕп хула урамĕсем тăрăх уçăлса çÿреетĕн-и вара? «Саккас» автобуса лартаççĕ те кил умĕнчен кафе-ресторан алăк уратийĕ тĕлнех çитереççĕ. Юрласа-ташласа тăраннă хыççăн малтанхи маршрутпа киле таврăнатăн.

5 Чÿк, 2019

Наци проекчĕ: Çамрăксен театрĕн çурчĕ çĕнелчĕ

Çĕнелсе илемленнĕ Çамрăксен театрĕнче чÿк уйăхĕн 11-20-мĕшĕсенче Шупашкарти театр форумĕ ĕçлĕ. Вăл виçĕ юхăма — Пĕтĕм Раççейри çамрăксен наци театрĕсен «Атăл юмахĕ» фестивальне, ача-пăча наци драматургĕсен лабораторине, ăсталăх класĕсене — пĕрлештерет.

ноябрь 1st

Pages