Archive - 17 Sep, 2019

Date
Type

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне йăлари хытă каяш пухма контейнерсем лартмалли лапамсене кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерме хушнăччĕ.

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пуçарăвĕпе 2013-2018 çулсенче 179 ФАП уçнă. Вĕсенчен 176-шĕ — тĕслĕх шайĕнче. Кăçал çакăн йышши тепĕр 26 медицина учрежденине хута яма палăртнă. Çак тĕллевпе федераци бюджечĕ 3,3 млн, республика 110 млн тенкĕ уйăрать.