Наци проекчĕсем: «Чăваш хĕрарăмĕ» 33 (1108) № 30.08.2019
ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн юн кун Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче наци проекчĕсене пурнăçламалли регион шайĕнчи проектсен паспорчĕсене тишкерсе çĕнетрĕç.




*…Вĕренекенĕсем ырăпа кăна аса илекен Тамара Анисимовăна шыраса Элĕк районĕнчи Мартынкассине çитетпĕр. Çул хĕрринчен аяккарах вырнаçнă ку ял. Çурчĕсем урам тăрăх йĕркипе мар, такамран хăраса тарса пытанас пек унталла-кунталла ларса тухнă.





