Archive - 13 Sep, 2019

Иртнĕ çул Чăваш Республики «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Кашни ачан ăнăçăвĕ», «Вĕрентÿри цифра хутлăхĕ» федераци проекчĕсене регионсенче 2019 çулта пурнăçа кĕртме уйăрса паракан субсидисен конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Республикăри ĕçлев центрĕсем ĕçсĕр граждансен професси вĕрентĕвне тата хушма професси вĕрентĕвне йĕркелес тĕлĕшпе малалла ĕçлеççĕ. Центр специалисчĕсем çынсемпе вĕренсе тухнă хыççăн та çыхăнăва татмаççĕ. Граждансем хăйсем те çитĕнĕвĕсемпе хаваспах паллаштараççĕ. Акă Шупашкарта пурăнакан Ирина Эливанова ĕçлев центрĕн направленийĕпе професси пĕлĕвĕ илни çинчен каласа кăтартрĕ.