Archive - 30 Sep, 2019

30 Sep, 2019

«Сăпайлăх тата сапăрлăх — çирĕп сывлăх çăл куçĕ»

Малашлăхне сывлăх хуралĕпе çыхăнтарас шухăш хăçан, мĕнле сăлтавпа çуралнă — çакна вăл хăй те калаймасть. Тен, ача чухне урине ыраттарсан нумай вăхăт сипленме тивни аталанма пулăшнă çак ĕмĕте. Тен, шкулта вĕреннĕ чухнех медицина журналĕсем тăтăш вулани сывлăха çирĕплетес çул çине тăма хĕтĕртнĕ. Амăшĕ почтăра ĕçленĕ май хĕрача аллине кун йышши кăларăмсем тăтăшах лекнĕ. Апла-и, капла-и, шкултан вĕренсе тухнă вăхăтра Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел хĕрĕ çирĕп тĕв тунă — малалла медицина енĕпе каймалла.

30 Sep, 2019

Шанăçа çухатмалла мар

Патăрьел районĕнчи Турханта пурăнакан 91 çулти Лидия Васильевна Гусева вăрăм ĕмĕрлĕ пуласса ĕмĕтленмен те. Хăй вăхăтĕнче йывăр чир ăна ураран ÿкернĕ. Тăраймасăр, вырăнпа выртнăскер усал шыççа çĕнтерме пултарни чăннипех тĕлĕнтерет.

30 Sep, 2019

Палестина каччи чăваш хĕрĕпе телей тупнă

Нахед Дохан травматолог-ортопедпа, мануаллă терапевтпа çыншăн пурнăç тата сывлăх мĕнешкел хакли тавра вĕçĕ-хĕррисĕр калаçма пулать. Унпа хутшăннă май «лайăххин чикки çук» пĕлтерĕш малти вырăна тухать.

30 Sep, 2019

Вунă кун — йÿнĕ хакпа

Раççей почти хаçат-журнал çырăнтару хакне вунă кунлăха йÿнетесси пирки пĕлтерет. 2019 çулхи юпа уйăхĕн 3-13-мĕшĕсенче «Чăваш хĕрарăмне» 2020 çулăн I çурринче илсе тăма йÿнĕрех хакпа — 354,84 тенкĕпе — çырăнма май пур. Çак вăхăтпа усă курса укçа-тенке перекетлеме май килĕ — почтальонпа тĕл пулма васкăр. «Чăваш хĕрарăмне» çак тапхăрта йÿнĕрех хакпа çырăнма май пурри çинчен тăван-пĕлĕшĕре калама манса ан кайăр.