Новости по теме

1 Ака, 2026

Ялти культура учрежденийĕсенче те спорт секцийĕсем уçĕç

Чăваш Енре спортпа туслисен йышĕ 62 процента çитнĕ. Ку кăтарту пилĕк çулта 12 процент ӳснĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра 705 пин çын сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Çапла пĕлтерчĕç ЧР Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче.

1 Ака, 2026

Шупашкар аэропортĕнче ача-пăча пÿлĕмĕ ĕçлеме тытăннă

Вăл кĕтмелли зонăн сулахай пайĕнчи таса зонăра вырнаçнă. Ачасем валли хăтлă та хăрушлăхсăр пÿлĕм хатĕрлес тесе специалистсем кивĕ оборудование пăснă, юсав ĕçĕсем ирттернĕ те вылямалли çĕнĕ конструкцисем вырнаçатарнă.

Çавăн пекех аэропортра амăшĕпе пепкин пÿлĕмĕ те пур. Унта мĕнле иртмеллине аэропорт ĕçченĕсенчен ыйтса пĕлмелле.

www.hypar.ru
 

30 Пуш, 2026

Çак эрнере аслати авăтма пултарать

Çак кунсенче çанталăк палăрмаллах ăшăтрĕ те йывăçсенче сĕткен чупма пуçларĕ. Çак вăхăтра çирĕкпе шĕшкĕ чечеке ларма тытăнчĕç. Эппин, хăш-пĕр çынна аллерги аптăратма пултарать. Çапах та сивĕ кунсем таврăнма пултарассине асăрхаттараççĕ синоптиксем.

Юнкунччен хĕвеллĕ çанталăк тăрĕ, вăхăт-вăхăтăн пĕлĕтленĕ. Сывлăш температури юнкун 11-16 градуспа танлашĕ. Кăнтăрла хыççăн кăштах сивĕтĕ, çапах та каçхине ăшăрах пулĕ. Юр хăвăртрах ирĕлме тытăнĕ.

Pages