Новости по теме

17 Пуш, 2026

Паян Чăваш Енре «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин 2021 çулта хатĕрленĕ Халăх программине пĕтĕмлетеççĕ

Анлă форум Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче уçăлчĕ. Пленарлă лару пуçланиччен партин çĕнĕ программине кĕртмелли сĕнӳсене пăхса тухрĕç. Çавна май виçĕ дискусси лапамĕ — «Парти — вăл халăх: пуçламăш уйрăмсем», «Ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемйисем», «Çамрăксем тата ачасем» — ĕçлерĕ.

13 Пуш, 2026

Терроризм – хăрушă вăй

Пĕтĕм тĕнче умĕнче тăракан пысăк хăрушлăх – экстремизм тата терроризм – кашни çынна сисчĕвлентерет. +авăнпа пур вăя пĕрлештерни пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе терроризмпа кĕрешессипе ĕçлекен комисси ларăвĕнче çамрăксен хушшинче терроризмпа неонацизм идеологийĕсене сарассине хирĕç тăрассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. 

5 Пуш, 2026

Чăваш Ен çĕршыври аграрисене илĕртекен вырăн пулса тăчĕ

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов паян Регионсен хушшинчи «Çĕр улми-2026» куравăн ĕçне пуçласа ячĕ. Кунта 18 регионтан 78 компани хăйĕн продукцине илсе килнĕ.

2 Пуш, 2026

«Йăла-йĕркене асра тытсан ялсем упранса юлаççех»

Пысăк туртăм пулсан нимĕнле чăрмав та чараймасть. Çакна иртнĕ шăматкун Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче йĕркеленĕ регионсен хушшинчи «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль те çирĕплетрĕ.

Pages