Новости по теме
«Ертсе пыракансен команди» конкурсăн çĕнтерÿçисене тата çурма финала тухнисене чысларĕç
Паян Правительство çуртĕнче «Ертсе пыракансен команди» конкурсăн çĕнтерÿçисене тата çурма финала тухнă çынсене чысларĕç. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев саламларĕ.
Пациентсене тĕрлĕ мелпе сиплеççĕ
Коронавируспа чирленĕ çынсене реабилитаци сывалса çитме пулăшать. Медицинăн ятарлă процедурисем пулăшнипе организм тĕрекленет, иммун тытăмĕ çирĕпленет, ĕçлес кăмăл çуралать. Чăваш Енре çак чирпе куçа-куçăн тĕлпулнисем те реабилитаци витĕр тухма пултараççĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарнипе санаторисенче сипленнĕшĕн тӳлемелли укçан пысăк пайне /70 процент/ саплаштармашкăн бюджетра темиçе миллион тенкĕ уйăрнă.
Хаçат ĕçченĕсем финала тухнă
Андрей Первозванный апостол фончĕ йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри журналистсен «Семья и будущее России» конкурс финалисчĕсене палăртрĕç. Çак йыша Чăваш Республикинчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен икĕ журналиста кĕртнĕ. Вĕсем: «Хыпар» Издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕ Марина Тумаланова (căн ÿкерчĕкре) тата «Грани» хаçат корреспонденчĕ Татьяна Горячкина.
Киревсĕр пулăмпа çырлахма юрамасть
Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянассине май пур таран уçăрах тума чĕнсе каларĕ.
Свердловск облаçĕнчи хĕре пулăшнă
Республикăн каридологи диспансерĕнчи хирургсем Свердловск облаçĕнчи 23 çулти хĕре операци тунă. Чĕре чирне пула вăл кĕтмен çĕртен кирек хăш вăхăтра вилме пултарать.
Шупашкарти тухтăрсем çамрăк пациентăн ÿчĕ айне ятарлă монитор вырнаçтарнă. Пĕчĕк флеш-карта пысăкăш регистратора кăкăр клетки тĕлне ÿте 1 сантиметр таран касса кĕртсе лартнă. Электрокардиограммăна çырса илекен монитора 1-3 çуллăха вырнаçтараççĕ. Вăл чĕре ĕçне сăнаса тăрса ăна епле сиплемеллине тĕрĕс палăртма кирлĕ.
Ипотекăна реструктуризациленĕ
Чăваш Енре пурăнакан 1700 ытла çын ипотекăна реструктуризациленĕ. Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа 1726 çын реструктуризаци программисемпе усă курнă. Вĕсем, пĕтĕмĕшле илсен, 868 миллион тенкĕ парăма тÿлессине çĕнĕлле йĕркеленĕ.
Çу уйăхĕнчи кинофестивале кĕркунне ирттерĕç
Шупашкарта çулсерен çу уйăхĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале кăçал икĕ хутчен те каярах вăхăта куçарма тивнĕ. Халĕ республикăн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви çĕнĕ дата пирки пĕлтернĕ.
Аса илтерер: кинофестивале çу уйăхĕн 21-27-мĕшĕсенче пуçтарăнмаллаччĕ. Коронавирус пандемине пула каярах çурла уйăхĕн 19-25-мĕшĕсене хăварчĕç. Анчах лару-тăру йĕркеленсе çитейменнине кура кинофестивале кĕркуннене, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче уçса чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче хупасшăн.
Пăрахутсем çÿремĕç
Шупашкарти юхан шыв порчĕ Атăл леш енне илсе каçаракан транспорта çÿреме чарĕ.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çак эрнере ятарлă йышăнăва алă пуснă. Унта вăл Атăлăн сулахай çыранне тата Сосновкăна шывпа çÿрекен транспорта тунтикунтан, авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчен, çÿреме чарасси пирки каланă.
Çав вăхăтрах халăха Атăл тăрăх уçăлма илсе çÿрекен пăрахутсем хальлĕхе çÿрĕç.
www.hypar.ru fleetphoto.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
ВераЭВЕРККИ.
Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕçрен кайнă
Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Леонид Николаев хăйне ĕçрен кăларма ыйтса заявлени çырнă. Паян унта Депутатсен пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Пухăннисем Леонид Николаевăн заявленине пăхса тухнă.