Новости по теме

3 Авăн, 2020

Ачасене паха апат кирлĕ

Авăнăн 3-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин лару залĕнче 2020-2021 вĕренÿ çулĕнче республикăри вĕрентÿ организацийĕсемпе медицина учрежденийĕсене вĕри апатпа тивĕçтересси çинчен канашлу иртрĕ.

Унта Алла Салаева вице-премьер тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕç.

3 Авăн, 2020

Шупашкарта икĕ объект хута кайрĕ

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ республикăн тĕп хулишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ объекта — И.Яковлев тата Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх проспекчĕсене çыхăнтаракан ункăран пуçласа Канаш шоссине çитиччен тăсăлакан автоçула реконструкцилесе тата Сăкăт кĕперĕн иккĕмĕш çуррине юсаса пĕтернĕ хыççăн хута янипе палăрса юлчĕ.

2 Авăн, 2020

Ватă çынсем спорт керменне хавхаланса çӳреççĕ

Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче тивĕçлĕ канури çынсене те курма пулать. Кинемейсемпе мучисем бассейнра ишеççĕ, спортзалта ӳт-пĕве çирĕплетеççĕ, тĕрлĕ лапамра спорт ăсталăхне туптаççĕ.

2 Авăн, 2020

Шкул тумĕ парнеленĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Патăрьел районĕнчи вун-вун ача парта хушшине ларнă. Кăçал вăл районти нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесемшĕн те савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ. Районта пурăнакансем пулăшнипе вĕсем те ачисене шкула илемлĕ тумпа, çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕпе ăсатнă.

2 Авăн, 2020

«Ырă чăматан»: Чăваш энергосбыт компанийĕ тăлăх ачасене парнесемпе савăнтарчĕ

«РусГидро» Ушкăн ятарласа «Ырă чăматан» акци йĕркелесе парнесем пухнă та — Çĕмĕрлери тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен центрĕн воспитанникĕсем Пĕлÿ кунĕнче шкула кайма кирлĕ хатĕрсем, ытти япала илчĕç. «Чăматанра» — çĕнĕ портфельсем, спорт костюмĕсемпе кроссовкăсем, конструкторсемпе тĕрлĕ кĕнеке… Вĕсене ачасене Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕçченĕсен ячĕпе компанин ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров парнелерĕ.

1 Авăн, 2020

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче - çĕнĕ шкул

Куславкка районĕнчи Куснар ялĕнче паян уяв - çĕнĕ шкул уçăлчĕ. Парта хушшине 100 ытла ача ларчĕ. Шкул ачисемпе учительсене Пĕлÿ кунĕ ячĕпе ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев саламларĕ.

Шкул çумĕнче ача сачĕ пур. Унта хальлĕхе 23 ача çÿрет. Людмила Матанова воспитатель каланă тăрăх, садикре услови аван, методика кăтартăвĕсем çителĕклех.

Куснар шкулĕпе паллашнă хыççăн Олег Алексеевич республикăри вĕренÿ заведенийĕсемпе видеоçыхăну мелĕпе калаçрĕ.

1 Авăн, 2020

Спорт çемйисем ăмăртнă

Иртнĕ эрнере Шупашкарти «Спартак» стадионта çемьесем валли спорт мероприятийĕ иртнĕ.

Ăмăртăва регионти спорт аэробикин федерацийĕ йĕркеленĕ. Спорт уявĕ кăçал Раççей Президенчĕн грант пулăшăвне çĕнсе илнĕ «Аэробика — ансат! 4-ран 90-ччен!» проектпа килĕшӳллĕн иртнĕ.

1 Авăн, 2020

Атăл çыранне тасатнă

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Атăл çыранне тасатмалли пĕрлехи кун иртнĕ.

Çак акцие «Таса тавралăх» экологи юхăмĕн хастарĕсем йĕркеленĕ. Унта Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан тата Çĕмĕрлерен 8 команда хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем: ачаллă çемьесем, Шупашкарти предприяти ĕçченĕсем, шкул ачисем тата тирпей-илеме юратакан çынсем — пурĕ 65-ĕн пуçтарăннă.

Pages