Хула

17 Нарăс, 2020

20-мĕш троллейбуспа — Çĕнĕ хулана

20-мĕш троллейбус маршрутне Çĕнĕ хулана çити тăсасшăн. Кун пирки хула мэрийĕн планеркинче Шупашкарти троллейбус управленийĕн директорĕ пĕлтернĕ. Ку ĕçе пуш уйăхĕнче пурнăçламалла.

30 Кăрлач, 2020

Шупашкара 2400 ытла видеокамера сăнать

ÇÇХПИ ĕçченĕсен çул-йĕр йĕркине пăсакансем тĕлĕшпе мĕн чухлĕ протокол çырмалла? ЧР ШĔМĕн кинологи службинче миçе йытă полици ĕçенĕсемпе тан тăрăшать? «02» службăн сотрудникĕсем талăкне миçе шăнкăрав йышăнаççĕ? Çакнашкал чылай ыйтăвăн хуравĕ Шу-пашкарти темиçе аслă шкулсен студенчĕсемшĕн уçăмланнă. Пурĕ 15 çамрăк йăлана кĕнĕ «Студентсен десанчĕ» Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнса йĕрке хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă.

21 Кăрлач, 2020

200 ытла чăрăш пухнă

Çĕнĕ çул кĕтсе илнĕ хыççăн чăрăша ывăтмасан лайăхрах. Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнчи «Ковчег» зоокĕтесре хăйне евĕр акци ирттерессине йăлана кĕртрĕç.

10 Раштав, 2019

Хĕл Мучи килет

Раштавăн 14-мĕшĕнче Аслă Устюгран Шупашкара Хĕл Мучи килет.

Çĕршыври чи аслă Хĕл Мучине А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кунта пысăк уяв пулĕ. Çав шутрах — Çĕнĕ çул уявĕн тумĕсен конкурсĕ те. Тупăшу «Çĕнĕ çул çемйи», «Чи пĕчĕк Хĕл Мучи», «Чи çамрăк Юр пике», «Мистер Юр кĕлетке», «Юмахра хăнара» номинацисенче иртĕ. Конкурса кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççĕ. Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх — çĕнтерÿçĕсене çав кунах чыслаççĕ.

Pages