Олег Николаев Вăрмар районĕнчи юсав ĕçĕсене тĕрĕслерĕ
Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Вăрмар районне çитсе килчĕ. Малтан вăл Ямпайри клубра пулчĕ.
1977 çулта хăпартнă çурта юхăнса кайнине пула пилĕк çул каялла хупма тивнĕ. Кăçал ял тăрăхĕн администрацийĕ хушнипе культура вучахне юсама пуçланă. Анчах ял халăхĕ çĕнĕ кермен тутарасшăн. Вĕсен шухăшĕпе Олег Алексеевич та килĕшрĕ, ыйтăва икĕ эрне хушшинче татса пама хушрĕ.




Юлашки çулсенче хута кайнă пуçаруллă бюджет программи нумай ял-салана хăтлăлатма май пачĕ. Клуб çĕклемелле-и, ача-пăча лапамĕ уçмалла-и… — çынсем хăйсен кĕсйинчен укçа-тенкĕ пухса ĕçе пуçăнма хирĕç мар. Паллах, ытларах пайне патшалăх уйăрать.





