Сывлăх пулсан пурăнăпăр-ха
|
Елена ИОВЛЕВА. Чăваш халăх артистки |
— Кĕçех çуркунне çитет. Çул уçăлнă май халăх дачăсене, пахчасене çÿреме тытăнать. Çĕре пушă вырттарма хăнăхман вĕт эпир, чăвашсем, çуркунне алла кĕреçе-кĕрепле тытатпăр та, мĕн юр çăвичченех чакаланатпăр. Яла кашни эрнерех çÿреме тăрăшатпăр-ха, анчах та бензин хакĕ ÿснĕ май автобуспа тăтăшах çула тухма çук. Лавккана кĕрсен те нимĕн туянма аптрамалла. Апат-çимĕç хакĕ кашни кун ÿссе пынăн туйăнать. Çитменнине халăхĕ валли ĕçĕ те çук. Çемйисене пăрахса Мускав, Хусан тăрăх çÿреме тивет арçынсен. Йĕркеллĕ-и çакă? Пасарта пурин валли те вырăн çитмест. Унта халăхĕ те ытлах çÿремест халь, кашни çурт çумĕнчех лавкка пур.








- Хальхи вăхăтра ялта шыв та ăсмалла мар, ĕлĕкхи пек кăмака та хутмалла мар. Епле ансат, хĕл валли вутă-шанкă хатĕрлес шухăш та çук. Çулĕ те пур, çатма пекех йăлтăртатса выртать. Анчах та ялта çамрăксем сахал, мĕнпур ватă çеç. Ĕç çуккипе çыхăннă ку паллах. Ĕлĕкхи пек колхоз-совхоз кĕрлесе тăнă пулсан, тăван тăрăхран никам та тухса тармĕччĕ.





